Район хаçатне Чăрăшкас Хирлепри Н.Леонтьеваран ыйтуллă çыру килнĕччĕ.
Ку ял çыннисен тахçанхи пăшăрханăвне пĕлтернĕччĕ вăл унта. «Пирĕн ял урлă аслă çул иртет те, çăмăл машинăсем те, пысăк груз турттаракан транспорт та кунсеренех каллĕ-маллĕ чупать. Айăккипе ятарласа утма çул çук. Йĕпе-сапа чухне, сăмахран, асфальтлă çул çине тухмасăр иртейместĕн. Машинисен вара çынсене е выльăх-чĕрлĕхе çаврăнса иртме тивет. Çавна пулах çул-йĕр инкекĕсем тухас хăрушлăх та пысăк. Çынсене хăрушсăр утма тротуар хăçан пулĕ-ши пирĕн ялта?» – тенĕччĕ çырура.
Н.Леонтьеван ыйтăвне Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев çапла хуравларĕ:
– Чăваш ен Транспорт министерствин «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен управленийĕ» хысна учрежденийĕн информацийĕ тăрăх, Чăрăшкас Хирлеп ялĕнчи Шоссейная урам тăрăх тротуар строительствине тата урама çутатассине тивĕçтерессине 2023–2024 çулсенче ирттерме палăртнă.
Ноябрь 2024 |