Ачасен çуллахи канăвĕпе усă курса районти вĕрентÿ организацийĕсенче юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă.
Кăçал ку тĕллевпе республика тата район бюджечĕсенчен 21 млн та 898 пин те 766,86 тенкĕ уйăрнă.
Пысăк ĕçсем поселок шкулĕсенче палăртнă. Вăрнарти 1-мĕш шкулта чÿречесене пластиклипе улăштарнă, шкул тавралли картана юсанă, апатлану блокне çĕнетнĕ. Картлашкасене хăрушсăрлăх правилисемпе килĕшÿллĕн йĕркелес ĕç пырать.
Вăрнарти 2-мĕш шкул тăррине тĕплĕн юсаççĕ. Технологи пÿлĕмĕсем, ăшă системи, хÿмесем юсавра çĕнелĕç.
Кульцав шкулĕнче те ĕçсем анлă сарăлнă. Кунта видеодомофон вырнаçтараççĕ, хĕрарăмсен туалетне юсаççĕ.
Кÿстÿмĕр шкулĕнчи чи пысăк ĕçсенчен пĕри – спорт залне тĕпрен юсани, Мăн Явăш шкулĕнче – çурт тăррине çĕнетни.
Юсав, сăрă ĕçĕсем кашни шкулта, ача сачĕсенче тата хушма пĕлÿ учрежденийĕсенче пуринче те пурнăçланаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |