Пирĕн çĕршывра 2020 çулхи юпа уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртмелле. Çак пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятие епле хатĕрленни çинчен РФ патшалăх статистикин службин Чăваш енри уйрăмĕн ертÿçи Эльвира Максимова каласа пачĕ.
Эльвира Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, çырава хатĕрленессипе ĕçлекен патшалăх комиссине туса хунă. Ăна ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин ертсе пырать. Ятарлă комиссисене кашни районпа хуларах йĕркеленĕ. Çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен 34 уполномоченнăйпа 34 инструктор ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Вĕсем адрессемпе çынсен списокĕсене хатĕрлеççĕ. Çурла уйăхĕнче 452 регистратора ĕçе явăçтарма палăртнă. Вĕсем уйăрса панă территорире кашни çурта картографи материалĕсемпе усă курса тĕрĕслĕç. Çавăн пекех урамсене çутăпа тивĕçтернине сăнĕç, урам ячĕсемпе çурт номерĕсене тĕрĕслĕç. Пĕр регистратора 600-е яхăн çурт уйăрса панă.
2018 çулхи юпа уйăхĕнче статистиксем сăнав çыравĕ ирттернĕ. Ун чухне вĕсем планшетсем епле ĕçленине, çынсем Интернетри ыйтăма епле хутшăннине тата ытти ĕçе пахаланă. Унта Чăваш енри 6000-е яхăн çынна хутшăнтарнă. Çавăн пекех 2015 çулта микроçырав пулнă. Унта халăхăн пилĕк процентне явăçтарнă.
Эльвира Максимова çĕнĕ-лĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Çыруçăсен текех çырав хучĕсем пулмĕç, ятарлă планшетсемпе усă курĕç. Çырав ыйтăвĕсене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче те хуравлама пулать. Çавăн пекех ятарлă çырав пункчĕ ĕçлĕ. Унта пырса çырава хутшăнма юрать. Ыйтăмри ыйтусене те çĕнетнĕ. Калăпăр, ăçта тата мĕнле графикпа ĕçлени, пурăнакан вырăнта регистрациленни е тара тытни пирки ыйтĕç.
Статистика органĕн ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, çырав ыйтăмне хутшăнма кăмăл туман çын та сахал мар иккен. 10 çул каялла çакнашкал 4000-е яхăн тĕслĕхе шута илнĕ. 33 пин çынпа вара тĕл пулса калаçайман. Вĕсене пурне те управляющи компани тата ял тăрăхĕн администрацийĕсенчи даннăйсемпе усă курса базăна кĕртнĕ.
Çырав ĕçне 3000-е яхăн çынна явăçтарма палăртнă. Çырав ĕçне студентсем те хастар хутшăннине пĕлтерчĕ. Калăпăр, 2010 çулта пин ытла çамрăк килĕрен киле çÿренĕ. Çыруçăна удостоверени параççĕ. Çавăн пекех ун çумĕнче паспорт пулмалла. Тум çине бейджик çакса çÿрĕç, мăя кăвак шарф çыхĕç, алăра кăвак портфель пулĕ.
Ноябрь 2024 |