Ир акакан вăрлăхсăр юлман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2019, 16:40 Просмотров: 1165

Çĕрпелти Еленăпа Борис Николаевсен хушма хуçалăхĕ пуян пулни вĕсен кил картишне кĕрсенех аван курăнать. Кунта чăх, кăвакал чĕпписем кĕшĕлтетеççĕ кăна. Паллах, вĕсен шутне кĕр мăнтăрĕпе палăртĕç. Николаевсем ĕне выльăх та, качакасем та тытаççĕ.

– Вăй пур чухне ÿркенмелле мар. Ĕçлемелле те ĕçлемелле. Экологи енчен таса продукцие хамăр туса илнине мĕн çиттĕр? – терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Елена Даниловна. – Качакан сиплĕ сĕчĕпе мăнуксене сăйлатпăр, çу, тăпăрчă хатĕрлетпĕр. Ĕне сĕтне сутатпăр, çапла майпа çемье бюджетне çирĕплетме тăрăшатпăр.

Николаевсен пахчи-анкартине тухсан тĕлĕнсе каятăн – çĕр улми, купăста, кавăн йăранĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртаççĕ. Вĕсене ытарма çук. Пĕр çумкурăк та асăрхаймастăн. Анкартире вăрлăхлăх лартнă сухан лаптăкĕ те пĕчĕк мар.

– Ир акакан вăрлăхсăр юлман теççĕ те, кăçал сухан тухăçĕ чăнахах савăнтарчĕ, – кăмăллăн калаçрĕ Елена Даниловна, пахчаçимĕç кăлараканскер.

Мăнукĕсем те, Катьăпа Полина, кукамăшĕ патĕнчех. Виççĕмĕш класа куçнă Катя – чăн-чăн пулăшуçă. Çумкурăк та çумлать, сухан та кăларать, пăрăва та шăварать. Вăрнар поселокĕнче пурăнаканскер, каникула кашни çулах кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче ирттерет. Ял ачисемпе хутшăннăран тăван чĕлхепе çивĕч калаçать тата. Чăвашлăх чи малтан хăйĕн сĕткенне ялта илет тесе ахальтен каламаççĕ.

– Манăн кукам питĕ ĕçчен. Эпĕ те ун пекех пуласшăн,– чĕвĕлтетрĕ Катя.

Николаевсем 6 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Вĕсен трактор, груз турттаракан «ГАЗель» автомобиль пур. Выльăх-чĕрлĕх валли кашни çулах апат çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Ытлашши уттине сутаççĕ.

Елена Николаева 57 çул каялла çу варринче, Питрав уявĕнче, çут тĕнчене килнĕ. Унăн тăван ялĕ – Хурăнсур Çармăс. Çемьере улттăн çитĕннĕ. Халĕ Елена Даниловнан пĕртăванĕсем Мускавра, Çĕпĕрте пурăнаççĕ. Шел те, ашшĕ çичĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлнă. Амăшĕ вăрăм ĕмĕрлĕ, çывăх вăхăтра 89 çул тултарать.

Елена Даниловна 1983 çулта Çĕрпел каччипе Борис Николаевпа çемье чăмăртанă.

– Эпир çара уя килсе кил-çурт, вите-хуралтă çĕкленĕ. Çамрăк чух йывăрлăхсенчен пачах хăраман,– терĕ тăрăшуллă хĕрарăм. – Ывăннине те пĕлмен. Пурнăç тăршшĕпех кил-тĕрĕше тĕреклетме тăрăшнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнăран сĕт юр-варĕ сĕтел çинчен татăлман. Ача-пăчана тулăх усранă.

Питрав кунĕнче çуралнисем ура çинче çирĕп тăраççĕ тени тĕрĕсех. Елена Николаевăна çутçанталăкĕ те ырă енсене çеç панă тейĕн. Вăл ырă, ĕçчен, сăпайлă. Хăйĕн пурнăçне «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсемпе çыхăнтарнă. Кладовщицăра, заправщицăра, склад заведующийĕнче нумай çул вăй хунă. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура.

Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Пурте пурнăç çулĕ çине тăнă, аслă пĕлÿ илнĕ. Василий Шупашкарта пурăнать, вăл – менеджер. Новелла ятлă хĕрĕ поселокри ача-пăча садĕнче медицина ĕçченĕнче тăрăшать. Анастасия Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сивĕтмелли цехĕн пуçлăхĕнче тимлет.

Елена Даниловна «асанне», «кукамай» ятсене темиçе хут илтме тÿр килнишĕн калама çук хĕпĕртет. «Çĕнĕ кайăксем пирĕн çемьене тата вĕçсе килччĕр,– терĕ Елена Николаева. – Йыш хушăнни – пысăк телей».

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика