Халăх хисепне тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2019, 16:40 Просмотров: 1192

Хăш чухне вулакансенчен «Валеçекен çукран хаçат-журнал та çырăнаймастпăр», – тенине илтетĕн. Е тата почтальонкăн ĕçĕпе кăмăлсăррисем те тупăнаççĕ. Хурăнсур-çармăссен вара кун пирки ÿпкелешме сăлтав çук. Кунсеренех ял урамĕсенче почтальон сумкине çакнă Нина Воробьевăна курма пулать: пĕрисене хаçатне-журналне вулаттарать, теприсене, ав, çырупа савăнтарать. Извещени-квитанцийĕсем те купипех – вĕсене те вăхăтра валеçет.

Хăй те ку ялта пурăнаканскер, Нина Анатольевна Воробьева, почта тытăмĕнче пилĕк çул кăна тимлет-ха. Апла пулин те тăрăшулăхне кура кĕске вăхăтрах ырă ята тивĕçнĕ. Халăх та кăмăллă ун ĕçĕпе, ертÿçĕсем те хисеплеççĕ.

– Пичет изданийĕсене çырăнтарассипе хастаррине палăртмалла. Район хаçатне, акă, иккĕмĕш çур çулта хурăнсур-çармăссем 102 экземпляр илсе тăраççĕ. Пенси-пособи илекенсем, валеçмелли тÿлев квитанцийĕсем те Нина Анатольевна тивĕçтерекен территорире чи нумаййи. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар ĕнтĕ, анчах вăхăтра ĕлкĕрет вăл. Шаннине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Халăхпа ĕçлес енĕпе питĕ яваплă, – мухтарĕ ĕçтешне Çĕрпелти почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Петровна Елизарова.

Тĕрĕссипе, Нина Анатольевна почтальонкăра ăнсăртран тимлеме пуçланă. Малтанах отпускри çынна уйăхлăха ылмаштарма килĕшрĕм те кайран кунтах юлтăм, тет. Çапла çаврăнса тухнишĕн ÿкĕнмест халĕ. Ĕçне хăнăхнă, ял çыннисем унпа кăмăллă пулни те хавхалантарать. Килĕштермесĕр, Нина Анатольевна почта тивĕçтерĕвĕсене пахалăхлă кÿнисĕр пуçне ытти енĕпе те пулăшма хатĕр. Çĕрпеле кашни кунах çÿреме тивет те, сăмахран, ял çыннисем лавккаран мĕн те пулин туянма ыйтни те пулать. Килсе парать – ÿркенмест. Пĕр-пĕринпе туслă пурăннинчен хакли çук, тет вăл.

Почтальонкăн ĕçĕ чăнах çăмăл мар ĕнтĕ. Çанталăкĕ кирек мĕнле пултăр – хаçат-журналне ял çыннисем çийĕнчех илсе вулаччăр тесе тăрăшать, пенси-пособине çитерессипе вара уйрăмах яваплăх кирлĕ. Халĕ, ак, тепĕр тивĕçтерÿ хушăннă – çÿп-çапа турттарса тухнăшăн тÿлев хучĕсем. Кунсăр пуçне çутă, газ, телефон квитанцийĕсем – вĕсемпе тулсан почтальон сумки самаях йывăр.

Пичет кăларăмĕсенчен хурăнсур-çармăссем пуринчен ытла район хаçатне вулама юратнине пĕлтерчĕ Нина Анатольевна. «Çавăн пекех «Хресчен сасси. Кил», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хыпар. Эрнекун» хаçатсене те кăмăллаççĕ. Вулакансем хушшинче аслăрах çулхисем нумайрах ĕнтĕ, анчах çамрăксем те пур. Халĕ кирлĕ информацие Интернетра та тÿлевсĕр тупаятпăр теме пăхать хăшĕ-пĕри. Çапах та алла хаçат е журнал тытса пĕр хыпар юлмиччен «шĕкĕлчени» ăса, чуна çирĕпрех хывăнать-çке», – терĕ вăл.

Ялти çын çĕрпе ĕçлемесĕр, выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнмасть. Воробьевсем те çав шутрах. Мăшăрĕпе Григорий Захаровичпа хушма хуçалăхне çирĕп тытса пырас тесе тăрăшаççĕ. Техники-агрегачĕсем хăйсен – çĕрпе тухăçлă ĕçлеççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли.

Ашшĕ-амăшне ачисем хастар пулăшаççĕ. Вĕсем Воробьевсен улттăн. Ĕçрен хăраманнипе пĕрлех ывăлĕсемпе хĕрĕсем спортпа та туслă. Уйрăмах волейболла выляссипе маттур, ушкăн йышĕпе тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерÿçисем.  

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика