Юлашки çулсенче пуçаруллă бюджет программи ялсен инфраструктурине самай çĕнетме пулăшрĕ.
Хăтлăх кĕртессипе ял çыннисемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пĕрле хутшăнса тимленĕрен шăпах халăхшăн чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусем татăлаççĕ.
Хăшпĕр поселенисенче, акă, ача-пăча тата спорт площадкисем туса хунă, çакă ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарать. Теприсенче масар çурчĕсем хăпартрĕç, тавралла çĕнĕ картасем тытса çавăрчĕç. Хăшĕсенче урамсене хăтлăлатса хытă çулсем сарнă.
Программа малалла тăсăлать. Районти поселенисем унта хастар хутшăнаççĕ. Кăçал та конкурс витĕр тухнă 18 проект пурнăçланмалла, тăххăрăшĕ вĕсенчен çулсем тăвассипе тата юсассипе çыхăннă. Çĕнелнĕ объектсенчен пĕри хатĕр ĕнтĕ – Туçи Çармăс ялĕнче 820 метр тăршшĕ çулăн тĕплĕ юсавĕ вĕçленнĕ. Кунта, акă, иртнĕ эрнечченех техника сасси татăлман. Аукцион кăтартăвĕсем тăрăх, проекта пурнăçлама А.Ефимова уйрăм предпринимательпе килĕшÿ çырнă. Çумăрлă çанталăк чăрмав кÿнĕ пулин те, подряд организацийĕ ĕçе вăхăтра, кирлĕ пек туса пыма тăрăшнă. Çавна май çула вак чул сарса хытарассине кĕске вăхăтра, палăртнинчен маларах вĕçленĕ. Халĕ ку хытă сийпе витнĕ çул ялăн пилĕк урамне çыхăнтарать.
Лесная урамри тахçанах кĕтнĕ çула пуçаруллă бюджет программипе хăтлăлатма май килнĕ. Çивĕч ыйту татăлтăр тесе ял çыннисем пĕрлехи «енчĕке» пысăк тÿпе хывнă, çавăн пекех республика тата вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрнă.
Сăмах май, ял çыннисем юсав пынă вăхăтра та аякра тăман: подряд организацийĕ ĕçсене пахалăхлă пурнăçланине тимлĕ асăрхаса пынă. Çул-йĕр строителĕсем кунта пурăнакансен сĕнĕвĕсене уйрăммăн шута илнĕ.
Çĕнелнĕ çула эрнекун савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ял аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çак пулăмпа туçи-çармăссене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков, подряд организацийĕн представителĕ Алина Ефимова саламланă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |