Ветеринарсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, ял хуçалăх организацийĕсенчи, килти хушма хуçалăхсенчи чĕрчунсене сыватассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
– Тепĕр чухне сывлăх сыхлавĕнчи пекех васкавлă пулăшупа каймалла. Ĕне йывăртарах пăру- лать-и, выльăх-чĕрлĕх ăнсăртран чирлесе ÿкнĕ-и – пур çĕре те хăвăрт çитмелле, – терĕ Çĕрпелти ветеринари лечебницин заведующийĕ Сергей Игнатьев. – Час-часах ĕç графикпа килĕшÿллĕн вĕçленмест. Çапах та хамăр тивĕçе хавхаланса пурнăçлатпăр.
Сергей Геннадьевич яваплă ĕçре 21 çул тимлет. Пĕлĕве тарăнлатас тесе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Тепĕр çултан алла диплом илет.
Сергей Игнатьев Ирина Петрова ветфельдшерпа пĕрле Хурăнсур Çармăсри, Хирпуçĕнчи, Çĕрпелти, Кайри Тукайĕнчи, Рункăри хуçалăхсенчи чĕрчунсен сывлăхне пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн профилактика мероприятийĕсене хастар пурнăçлаççĕ.
Сергей Игнатьев аслă ĕçтешĕпе – чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири тĕп ветеринари врачĕпе Владимир Микеевпа – час-часах канашлать. Владимир Анатольевич пуян опытлă специалист. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен, Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă. Выльăх-чĕрлĕхе сыватас ĕçре 41 çул вăй хурать. Коллективра ырă ятра.
Профессие чунĕпе парăннă тухтăрсем килти хуçалăха аталантарассипе те хастар тăрăшаççĕ.
– Вăкăрсем, сыснасем, качакасем, чăх-чĕп усратпăр, – пĕлтерчĕ Владимир Анатольевич. – Ĕçре пурнăç тĕллевне куратăп.
Çуркунне – серте, кĕркунне какай тутлă, теççĕ. Сергей Игнатьевăн та кил хуçалăхĕ çирĕп. Кĕр тулăх пулĕ. Выльăх-чĕрлĕх картиш тулли.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |