Раççейре 2018 çултанпа çăмăллатнă «Çемье ипотеки» программа пурнăçланать. Ку проект ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ус-ловийĕсене лайăхлатма пулăшас тĕллевлĕ. Ăна федераллă бюджет субсидилет.
2019 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса Раççейре çăмăллатнă ипотекăн çĕнĕ правилисем вăя кĕчĕç.
Раççей Правительствин 2019 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе кредит паракан организацисен правилисене ачаллă граждансене ипотека кредичĕпе тивĕçтернĕ чухне илсе çитереймен тупăш пайне саплаштарасси çинчен калакан çĕнĕлĕхсене çирĕплетнĕ.
Маларах иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн çемьесене кредит уйăрнă чухне субсидие виçĕ, пилĕк е сакăр çуллăх панă. Правилăсем тăрăх кредита тепĕр хут шутласа паман, çавăнпа та ку категорие кĕрекенсем субсидировани программин условийĕсемпе усă курайман.
Халĕ икĕ е ытларах ачаллă çемьесем 6 процентлă ипотекăпа яланлăхах усă кураççĕ. Маларах кредит илнĕ çемьесем те, çак программăна кĕртнĕ çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, рефинансировани мелĕпе процент ставкине пĕчĕклетме пултараççĕ. Чăваш енре программăпа кредитсем уйăрма тытăннă ĕнтĕ.
Чăваш ен Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул ку программăпа республикăри 179 çемье кредит илнĕ. Паянхи куна вара çĕнетнĕ условисене кура унпа усă курас текенсен йышĕ ÿснĕ. Пĕрремĕш кварталта çăмăллатнă ку пулăшупа 111 çемье усă курнă.
Çынсем ку программăпа кăсăкланаççĕ. Мĕншĕн тесен кредитшăн паракан уйăхсеренхи тÿлев пĕчĕкленет, кредит илесси çăмăлланать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев банк ертÿçисене çемьесем ытлашши процентсем ан тÿлеччĕр тесе вĕсене хут ĕçĕсемпе ытлашши чуптармасăр пулăшма чĕнсе каланă.
Чăваш ен Ĕçлев министерствин сведенийĕсемпе, малтанласа палăртнă тăрăх, кăçал 6 процентлă çемье ипотекипе 600-е яхăн çын усă курмалла, çакăн валли хушма финансированин сумми 255 млн тенкĕ яхăн пулмалла.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |