Январĕн 1-мĕшĕнчен НДС ставки пысăкланнă пирки Раççей Правительстви кăçал коммуналлă тивĕçтерÿсен тÿлевне икĕ тапхăрпа индексацилеме йышăннă.
Чăваш Республикипе улшăнусен индексĕ январĕн 1-мĕшĕнчен – 1,7 процент, июлĕн 1-мĕшĕнчен – 2 процент. Çирĕплетнĕ тăрăх, çак палăртнă индекссем пĕрремĕш çур çулта вуçех улшăнмалла мар, иккĕмĕшĕнче тепĕр 2 процентран иртмелле мар. Çапла майпа республикăри уйрăм муниципаллă пĕрлĕхсенчи коммуналлă тÿлевсен чи пысăк ÿсĕмĕ ку çулăн пĕрремĕш çурринче 1,7 процент, иккĕмĕшĕнче 4 процент пулмалла.
Чăваш енри мĕнпур муниципаллă пĕрлĕхре, тĕпрен илсен, коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн хывмалли хаксен улшăнăвĕ Раççей Правительстви палăртнипе пĕрешкел. Сакăр пĕрлĕхре кăна индекссем çирĕплетнинчен иртеççĕ: çакă вырăнти хăйтытăмлăхăн представительлĕ органĕсем республика Пуçлăхĕ патне ятарлă ыйтупа тухнипе çыхăннă.
Чăваш енре кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тÿлев виçисем çакăн пек пулĕç. Электроэнерги тарифĕ хулара пурăнакансемшĕн – 3,36 тенкĕ/кВт*сехет, ялтисемшĕн – 2,35 тенкĕ/кВт*сехет.
Çутçанталăк газĕшĕн тÿлев 10 пус ÿснĕ: 1 кубла метршăн 5,72 тенкĕпе танлашать. Хытă каяшсене илсе тухассипе регионаллă операторăн тивĕçтерĕвĕсем те январьтипе танлаштарсан 1,4 процент ÿсеççĕ, пĕр кубла метршăн 456,02 тенкĕ тÿлеме тивĕ.
Ăшăпа тата шывпа тивĕçтерес, таса мар шывсене кăларса ярас енĕпе тарифсем кашни поставщикăн хăйĕн. Анчах вĕсем июлĕн 1-мĕшĕнчен республикипе вăтамран 2 процентран ытла ÿсмеççĕ.
Йывăр лару-тăрури, тупăш сахал граждансемпе çемьесем унчченхи пекех коммуналлă тÿлевсем тĕлĕшпе çăмăллăхсем илĕç. Паянхи куна çакнашкал адреслă пулăшăва республикăри кашни тăваттăмĕш çын тивĕçет.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Вăрнар районĕнчи коммуналлă тивĕçтерÿсен тарифĕсем
(2019 çулăн иккĕмĕш çурри)
Организаци ячĕ Тарифсен виçи Улшăну шайĕ, :
январĕн 1-мĕшĕнчен июлĕн 1-мĕшĕнчен июлĕн 1-мĕшĕнчен
июнĕн 30- мĕшĕччен декабрĕн 31-мĕшĕччен (январĕн 1-мĕшĕнчи-
пе танлаштарсан)
Ăшă энергийĕн тарифĕсем (тенкĕ/Гкал)
«Калининăри психикăпа неврологи интерначĕ» БУ 1671,75 1703,93 1,9
(Калинино я/п)
«ТеплоКомфорт» ТМЯО (Вăрнар х/п) 1745,69 1770,60 1,4
«Март» ТМЯО (Кульцав тата Çĕрпел поселенийĕсенчи
потребительсем валли) 1308,23 1331,39 1,8
«Март» ТМЯО (Калинино ял поселенийĕнчи
потребительсем валли) 1752,42 1772 1,1
«ТеплоКомфорт» ТМЯО (Вăрнарти Студенческая
урамри 1-мĕш «в» çуртра вырнаçнă котельнăйĕнчен
ăшă энергийĕ илсе тăракансем валли) 1329,61 1352,45 1,7
ĕçмелли шыв тарифĕсем (тенкĕ/м3)
«Управляющая компания» ТМЯО (Вăрнар х/п) 33,60 33,83 0,7
«Калининăри психикăпа неврологи интерначĕ» БУ
(Калинино я/п) 13,99 14,33 2,4
Таса мар шывсене юхтарса янин тарифĕсем (тенкĕ/м3)
«Управляющая компания» ТМЯО (Вăрнар х/п) 14,59 14, 69 0,7
Электроэнерги тарифĕсем (пĕр ставкăллă тариф) (тенкĕ/кВт*сехет)
Стационарлă электроплитасем вырнаçтарнă
çуртсенче пурăнакансем* ял çыннисем 2,31 2,35 1,8
Çутçанталăк газĕн тарифĕсем (тенкĕ/м3)
Халăх валли 5,62 5,72 1,8
Йăлари хытă каяшсене илсе тухасси (тенкĕ/м3 (тонна)
«МВК «Экоцентр» ТМЯО 449,71 456,02 1,4
(4208,78) (4267,86)
Ноябрь 2024 |