Иртнĕ шăматкун Вăрнарти «Химик» стадионта Раççей Олимп-Кубокĕн финалĕн пĕрре 256-мĕш пайĕн вăййисем иртрĕç.
Ку – çĕршывăн тĕп футбол турнирĕсенчен пĕри, ăна Раççейри футбол союзĕ йĕркелет. Чăваш ен чысне унта «Химик-Август» хÿтĕлет, вăл 3-мĕш лигăра вылять.
Финалăн пĕрре 256-мĕш пайĕнче «Химик-Август» Димитровградри «Лада» командăпа, кăçалтан 2-мĕш лигăра выляканскерпе, тĕл пулчĕ. Вăрнар футболисчĕсем 2:0 шутпа çирĕппĕн çĕнтерчĕç. Командăна хавхалантаракан та йышлă пулчĕ: матча пăхма 600 ытла çын килчĕ.
«Ку турнир пирĕн команда иртнĕ çул çĕнтерÿçĕ пулса тăнă «Приволжье» МФС Кубокĕнчен пĕлтерĕшлĕрех, çÿллĕрех. Раççейĕн Олимп-Кубокĕнче футбола кăмăллакан командăсем профессионаллă клубсен командисемпе тĕл пулаççĕ. Çакăн пек эпир хамăр вăя профессионаллă футбол шайĕнче тĕрĕслетпĕр», – терĕ «Химик» спорт клубĕн председателĕ Евгений Захаров.
Ку футбол турнирĕ финалăн пĕрре 256-мĕш пайĕнчен тытăнса тухса ÿкес системăпа иртет. «Химик-Август» унăн пĕрре 128-мĕш пайне тухрĕ. Ыран вăл Ульяновскра кунти профессионаллă «Волга» футбол командипе тĕл пулать. Унта вăрнарсемшĕн «чирлекенсем» те çула тухаççĕ.
Людмила ИВАНОВА.
Ноябрь 2024 |