Çавалкасри культура çуртĕнче кăçал пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Кану вырăнĕ халĕ ял çыннисене хăйĕн çĕнĕ сăн-сăпачĕпе савăнăç кÿрет.
Кунта котельнăй тăррине тĕпрен юсаса йĕркене кĕртнĕ. Çуртри чÿречесем те халĕ çĕннисем, пластикран тунисем – сивĕ çанталăкра ăшă лайăхрах тытĕç. Культура çуртĕнче малашне пултарулăх ушкăнĕсене пухăнма та кăмăллă пулĕ, тĕрлĕрен кăсăклă та хаваслă мероприятисене те ял çыннисем хапăлласах йышлă пухăнĕç. Палăртнă мĕнпур ĕçе пурнăçлама пĕтĕмпе 900 пин тенкĕ енне тăкакланă. Калăпăшлă юсав ĕçĕсене «Вырăнти культура çурчĕ» проект пулăшнипе ирттерме май килнĕ. Вăл – «Единая Россия» фракцин парти проекчĕ.
Юсав енĕпе «ВИКА» общество тимленĕ. Подряд организацийĕ шаннă ĕçсене пахалăхлă пурнăçланă, палăртнă вăхăтченех вĕçленĕ.
Ноябрь 2024 |