Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн алăкĕ хупăнма пĕлмест. Ял хастарĕсем час-часах калем ăстисем патне çитсе вырăнти хыпар-хăнара пĕлтерме васкаççĕ. Вĕсем тăван ен сăн-сăпачĕ ырă еннелле улшăннишĕн чун-чĕререн савăнаççĕ.
Тăвальушкăнь Ялтăра пысăках мар, анчах çыннисем маттурах вара. Ентешĕсен хастарлăхĕ пирки Иван Иванов çĕкленÿллĕ кăмăлпа каласа пачĕ.
Тăвальушкăнь Ялтăра варринче икĕ улмуççи сачĕ. Вĕсем хăй вăхăтĕнче «Искра» хуçалăхăн шутланнă. Халĕ хуçалăхĕ çук. Тÿннĕ картасем, çĕрĕшнĕ юпасем Владимир Романовăн чĕрине хытах ыраттарнă. Унăн улмуççи пахчин сăн-сăпатне илемлетме шухăш çуралнă. Владимир Николаевича Иван Иванов, Вячеслав Скворцов, Александр Карезин, Владимир Алексеев, Вячеслав Рощин пулăшма шантарнă.
Хастар ушкăн улмуççи пахчи тавралла хăвăртах йĕрке тунă: йывăç юпасене тимĕррипе улăштарнă, çĕнĕрен карта тытнă, çÿп-çап пуçтарнă. Халĕ унта типтерлĕх хуçаланать.
– 10 ача ашшĕ Владимир Алексеев, сăмахран, пархатарлă ĕçе хăйĕн ывăлĕпе Романпа хутшăнчĕ. Хĕрарăмсенчен Владимир Романовăн йăмăкĕ Раиса правур пулчĕ, – терĕ Иван Иванов. – Строительство материалĕпе пирĕн ентеш Николай Аливанов тивĕçтерчĕ.
Тăвальушкăнь-ялтăрасем мĕншĕн питех хастар-ши? Хуравне çак юрă йĕркисем çирĕплетеççех пулĕ:
– Пахчи-пахчи,
улма пахчи,
Улма çисе ÿсрĕмĕр.
Эх, ÿсрĕмĕр,
Çампа маттур пултăмăр.
Сĕткенлĕ панулмине çисе вăй-хăват илнĕскерсем ырă ĕç тума манмаççĕ. Тăвальушкăнь-ялтăрасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнсан та тăван ене хăтлăх кĕртес енĕпе малалла та тăрăшма калаçса татăлнă. Лайăххи патне ăнтăлакансен пурнăç çулĕ те такăр пулĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |