Раççей тинĕс-çар флочĕн кунне кăçал районта унчченхи çулсенчен анлăрах та сумлăрах паллă турĕç. Чылай тăрăхра çак куна халалланă уявсем, тĕлпулусем йĕркелерĕç.
Ярмушка ялĕнче иртни, акă, уйрăмах чылайлăха асра юлĕ. Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă салтаксене, çар çыннисене халалласа кунта чаплă палăк вырнаçтарнă, ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
«Сăваплă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă çĕршыв хÿтĕлевçисене çапла хисеп тунин пĕлтерĕшĕ пысăк. Уйрăмах çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре. Вĕсем аслă юлташĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланччăр, патриотлăх туйăмĕпе хавхаланччăр», – тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уява хутшăннă май. Ярмушка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Петров вара палăка уçассишĕн тăрăшнă, сквера хăтлăлăх кĕртме тÿпе хывнă мĕнпур çынна тав сăмахĕсем каланă.
Тинĕс пехотинецĕсен республикăри организацийĕн представителĕсем вырăнти уйрăмăн хастарĕсене Тав хучĕсемпе тата хисеп паллисемпе чысланă.
Ноябрь 2024 |