Юнкун районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектор Геннадий Федоров пулнă.
Вăл гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсен Чăваш Республикинчи министрĕн заместителĕ Олег Павлов, республикăн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин, Раççей ШĔМ-ĕн Чăваш Республикин министерствин представителĕ Николай Григорьев, полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ Андрей Губанов, район прокурорĕ Евгений Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов хутшăннипе лару пуçтарнă.
Пухăннисем республика территорийĕнче, çав шутра Вăрнар районĕнче те, 112 система епле ĕçленине тишкернĕ.
Пĕлетпĕр, ку номер çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх тухса тăнă чухне, инкеклĕ лару-тăрура, аварисенче, пушарсенче, чрезвычайлă ытти пулăмсенче экстреннăй майпа пĕрлĕхлĕ номер çине шăнкăравлама май парать. 2017 çулхи декабрьтенпе, система Чăваш енре ĕçлеме пуçланăранпа, 112 номер çине пиншер шăнкăрав килнĕ. Кăçалхи ултă уйăхра кăна – 398148. Ытларах пайĕ – васкавлă пулăшу служби енĕпе.
Вăрнар районĕнче те 112 система икĕ çул енне ĕçлет. Пĕлтĕр ун çине 2830 хыпар килнĕ. Шăнкăравсен ытларах пайĕ ЖКХ тата çул-йĕр хуçалăхĕ тĕлĕшпе – 57,7 процент – килнĕ. Медицина пулăшăвĕ енĕпе – 28,2, МВД енĕпе – 7,6, МЧС енĕпе 3,9 процент. Кăçал 1267 шăнкăрав пулнă, ытларахăшĕ – васкавлă пулăшу енĕпе.
Федераллă тĕп инспектор экстреннăй службăсем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе ĕçленипе, вĕсен оперативлăхĕпе кăсăкланнă, ку тытăмра ĕçлекенсене тивĕçлĕ шалу тÿлемеллине аса илтернĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ĕçĕ тÿрремĕнех халăха пулăшассипе çыхăннă.
Ларура çавăн пекех «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăна пурнăçлассине те сÿтсе явнă. Геннадий Федоров Севернăй тата Зеленăй тăкăрлăксенчи çурт территорийĕсенчи юсав ĕçĕсемпе вырăна тухса паллашнă, проекта пурнăçлассине сÿтсе явнă.
Ноябрь 2024 |