Депутатсен район Пухăвĕн черетлĕ ларăвне вунă ыйту кĕртнĕ.
Тĕп ыйтусенчен пĕри – районăн 2019 çулхи тата 2020–2021 çулсенчи тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртесси. Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова бюджетăн тупăш пайне тавăрса памалла мар хывăмсен шучĕпе 24290,4 пин тенкĕлĕх ÿстерессине пĕлтернĕ. Тăкаксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 32836,6 пин тенкĕлĕх пысăкланать, 675313,8 пин тенкĕпе танлашĕ.
Ларура çавăн пекех район пурлăхне ял поселенийĕсен харпăрлăхне парассине, Вăрнар районĕн административлă комиссин йышне çĕнетессине, Вăрнар хула поселенийĕн сахал тупăшлă гражданĕсене пурăнмалли пÿлĕмсемпе тивĕçтерессин полномочийĕн пĕр пайне район администрацине парассине тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвне унăн председателĕ – район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов ертсе пынă. Пухăва Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, район прокурорĕ Евгений Краснов та хутшăннă.
Ноябрь 2024 |