Уйрăм тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.08.2019, 16:17 Просмотров: 305

Коррупциллĕ пулăмсем – обществăри чи кăткăс ыйтусенчен пĕри.

«Вĕсене хирĕç кĕрешессине Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ чи пысăк шая кăларнă. Чăваш ен прокуратурипе, шалти ĕçсен министерствипе, федераллă хăрушсăрлăх службипе, ытти тĕрĕслевпе асăрхав органĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Çапла майпа кăçалхи çур çулта республикăра коррупципе çыхăннă 129 уголовлă ĕç пуçарнă», – пĕлтерет Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.

Преступленисене тĕсне кура уйăрас-тăк, следовательсем ытларах взяткăпа (67), служба вырăнĕпе усă курса пурлăх çаратнипе (18), службăри ултавпа (16), должноç полномочийĕсенчен иртнипе (13) çыхăннă уголовлă ĕçсене тишкернĕ.

Суда 55 уголовлă ĕç янă, ыттисемпе тĕрĕслевсем малалла тăсăлаççĕ. Пĕрремĕш çур çулта следстви управленийĕ суда янă уголовлă ĕçсемпе пĕтĕмлетсен, сăмахран, коррупцие пула кÿнĕ тăкак 4,6 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Паллах, саккунсăр майпа çаратнă укçа-тенке каялла тăвăрма мĕнпур мелпе усă кураççĕ. Айăпланакансен пурлăхне те çак тапхăрта 9 миллион ытла тенкĕлĕх арест хунă.

Следстви управленийĕ йĕркелĕх хуралĕн сотрудникĕсем коррупциллĕ ĕçсемпе лекнĕ тĕслĕхсене тишкерессипе уйрăммăн тимленĕ. Ку преступленисемшĕн суд тенкелĕ çине тăваттăн ларнă: шалти ĕçсен органĕсен виçĕ сотрудникĕ тата уголовлă-пурнăçлав системин пĕр должноçри çынни.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика