Иртнĕ эрнере христиан тĕнне ĕненекенсем Илле пророка чысларĕç. Халăхра çапла калаççĕ: Илен кунĕнче кăнтăрлаччен – çулла, кăнтăрла иртсен – кĕркунне. Кĕр мăнтăрĕпе вара шăпах чĕпсене шутлама вăхăт çитет.
Чăххи-чĕппи, самăр хур-кăвакал... Кайăк-кĕшĕке урамсенче те, пĕвесенче те, кил хуçалăхĕсенче те асăрхатăн. Кăтиклетни, кикаклатни, нартлатни илтĕнсех тăрать. Кăвакалĕсем уйрăмах пĕве хĕрринче шĕпĕлтетме, хурĕсем акăш пек мăнаçлăн ишме юратаççĕ. Кайăк-кĕшĕк хăвăрт ÿссе çитĕнет. Темиçе уйăхранах техĕмлĕ, сĕтеклĕ аш-пăш сĕтел çинче. Какайра этеме кирлĕ белок, микроэлементсем нумай.
Районти хушма хуçалăхсене аталантаракансен хастарлăхне палăртмалла. Вĕсем кăçал 41,5 пин пуç кайăк-кĕшĕк тытни паллă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта кăтарту пĕчĕкрех – кайăк-кĕшĕк 3,2 пин сахалрах пулнă.
Аслă ăрурисем чăнахах маттур. Хăшĕсем кил карти тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетеççĕ. Хурапыр Юнтапара пурăнакан 82 çулти Галина Михайлован тăрăшулăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмастăн. Хĕл ларичченех кайăк-кĕшĕк ĕрчетет. Хальхи вăхăтра унăн хурĕсем кăна 50 пуçран иртеççĕ.
Çав вăхăтрах ял çыннисем çак тапхăрта мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх, сурăх-качака сахалрах ĕрчетнине çирĕплетмелле. Тĕслĕхрен, статистика кăтартăвĕсем тăрăх ял çыннисем пĕтĕмпе 4340 пуç ĕне тытаççĕ, пĕлтĕр 4602 пуç пулнă. Вите-хуралтăсем пушанса юлман-ха, кил хуçалăхне аталантаракансем сысна ытларах ĕрчетме пуçланă. Чух-чухсем 607 пуç шутланаççĕ, иртнĕ çулхинчен 102 пуç нумайрах.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |