Кăçалхи январь–июнь уйăхĕсенче Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ налук преступленийĕсемпе 17 уголовлă ĕç пуçарнă.
Ку киревсĕр ĕçсене пула бюджет тытăмне кÿнĕ тăкак 326 миллион ытла тенкĕрен те иртет.
Следовательсем йышăннă мерăсемпе 254 миллион енне тенкине бюджета тавăрма май килнĕ.
Кунсăр пуçне, ку уголовлă ĕçсене тишкернĕ май, айăпланакан çынсен пурлăхне те арестленĕ – пĕтĕмпе 17,5 миллион ытла тенкĕлĕх.
Сăмах май, парăмçăсем Раççей бюджетне кÿнĕ тăкака туллин татнă пирки саккунпа килĕшÿллĕн, 7 уголовлă ĕçе пăрахăçланă.
Пысăк е уйрăмах пысăк налуксене тÿлессинчен пăрăннипе, налук агенчĕн тивĕçĕсене пурнăçламаннипе, налуксем шыраса илесрен организацисемпе предпринимательсен укçи-тенкине е пурлăхне пытарнипе çыхăннă преступленисене 2011 çултанпа Раççей Следстви комитечĕн следователĕсем тишкереççĕ.
Çĕмĕрлери районсем хушшинчи
следстви пайĕ.
Ноябрь 2024 |