Чирлес мар тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.08.2019, 16:23 Просмотров: 1253

«Пирĕн республикăра, пĕтĕмĕшле илсен Раççейре те çаплах, çынсем ытларах чухне инсульт-инфаркт таврашне пула вилеççĕ е инвалида тухаççĕ. Чăваш енри стационарсенче чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакан 8 пин çын сипленет», – ăнлантарчĕ республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕн сиплев енĕпе ĕçлекен çумĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Республикăри юн тымарĕсен центрĕн ертÿçи, медицина наукисен кандидачĕ Татьяна Винокур кардиолог. Аса илтеретпĕр% «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне федерацин сакăр проекчĕ кĕрет. Вĕсенчен пĕри – «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси». Татьяна Юрьевна асăннă проект Чăваш енре епле пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕ.

«2008 çулта республикăра федераци программи старт илчĕ. Унпа килĕшÿллĕн шурă халатлисен миокард инфаркчĕ тата инсульт пулнă çынсене тĕнчери опыта шута илсе пулăшу памалла. Çак программăпа килĕшÿллĕн юн тымарĕсен центрне тунă. Вăл республикăри клиника больницинче вырнаçнă. Çавăн пекех Канашра, Çĕмĕрлере тата Çĕнĕ Шупашкарта вырăнти уйрăмсене уçнă. Каярахпа, тĕрлĕ çулта, çакнашкал центрсене Улатăрта, хулари 1-мĕш клиника тата васкавлă медицина пулăшăвĕн больницисенче, кардиологи диспансерĕнче йĕркеленĕ. Регионти юн тымарĕсен центрĕнче инфаркт, кардиореанимаци, неврологи, нейрохирурги, рентген тата ытти уйрăм пур. Центр валли федераци тата республика бюджечĕсенчен çĕнĕ йышши оборудовани туянма укçа-тенкĕ чылай уйăрнă. Нейрохирурги уйрăмне уйрăмах нумай оборудовани килнĕ. Тромб терапийĕ пуç миминчи хытнă юна шĕветме май парать. Кун пек чухне пациент куç умĕнчех хăйне лайăх туйма пуçлать. «Сывлăх сыхлавĕ» тата «Демографи» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн чĕрепе юн тымарĕсемпе кĕрешес тĕллевпе юн тымарĕсен центрĕсем валли ют çĕршывсенчен çĕнĕ йышши, паха оборудовани туянас ĕç малалла пырĕ. Кĕçех рентген-хирурги аппарачĕ килмелле. Çав вăхăтрах ультрасасă техники, нейроэндоскоп туянма палăртнă. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектĕнче пăхса хунă тăрăх, кардиологи диспансерĕ 2021 çулта çĕнĕ оборудованипе пуянланĕ», – паллаштарчĕ Татьяна Юрьевна.

Татьяна Винокурпа чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем «çамрăкланса пыни» пирки те сăмах пуçартăмăр. Яшсен вăл йывăртарах иртет-мĕн. Çапах, тухтăр палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче халăх хăйĕн сывлăхĕпе ытларах интересленме пуçланă.

– Йывăр ĕçленĕ е стресс пулнă хыççăн инсультăн малтанхи паллисене асăрхасанах васкавлă пулăшăва питĕ хăвăрт чĕнмелле. Мĕн чухлĕ хăвăртрах – çавăн чухлĕ лайăхрах. Паллах, чир ан аталантăр тесен профилактика пирки те манмалла мар. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, вăй-хал ĕçне пурнăçламалла, тĕрĕс апатланмалла. Çапла майпа чир-чĕр нушалантаракан вăхăта каяраха куçарма пулать. Кашни килтех тонометр пулмалла. Паян лайăх пахалăхлă приборсем сутаççĕ. Вĕсем пурте тĕрĕс кăтартаççĕ. Ал тунинчен виçмелли 110 кăтартать-тĕк, ун çумне 10 хушмалла. Юн пусăмĕ пысăкрах пулсанк тухтăр патне каймалла. Вăл кирлĕ препаратсене суйлама пулăшĕ. Вĕсене вăхăтра ĕçмелле.

Юн пусăмĕ ÿснипе аптăрасан ирхине пусăм 120 пулни ниме те пĕлтермест. Врач çырса панă эмеле ĕçмесен вăл кăнтăрла тĕлне пĕрех ÿсет. Кашни çыннăнах юнри холестерин шайне пĕлмелле. Çак тĕллевпе çулсеренех ятарлă анализсем памалла. 55–60 çула çитиччен чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе хĕрарăмсем, арçынсемпе танлаштарсан, сахалрах чирлеççĕ. Этемлĕхĕн черчен çуррине гормонсем – эстроген тата ытти – хÿтĕлеççĕ. Çавăнпа хĕрарăмсен атеросклероз чирĕ каярахпа пуçланать. Арçынсен ку чирсем маларах аталанаççĕ. Çакă пирус туртнипе, эрех нумай ĕçнипе, стрессем пулнипе, сахăр чирĕ аталаннипе çыхăннă. Çав вăхăтрах палăртмалла% хĕрарăмсем миокард инфарктне йывăррăн тÿссе ирттереççĕ. Арçынсемпе танлаштарсан вĕсен юн тымарĕсем пĕчĕкрех пулнипе, организмăн хăйнеевĕрлĕхĕсемпе çыхăннă.

Шел, халăх паян углеводлă апат (çăкăр-булка, кондитер изделийĕ) нумай çиет. Чирлес мар тесен килте хатĕрленĕ çăмăл апата астивмелле. Белок, пахчаçимĕç, улма-çырла тĕп вырăнта пулмалла. Пĕрмаях лармалла мар, ытларах утса çÿремелле, вăй-хал ĕçне тумалла, – сĕнÿсем пачĕ Татьяна Юрьевна.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика