Вăрнар спортсменĕсен мăнаçланмалли пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.08.2019, 16:25 Просмотров: 1301

Физкультурник кунĕ – сывă пурнăç йĕркин тусĕсем паллă тăвакан чи ырă пулăмсенчен пĕри. Вăрнар районĕ ăна яланхиллех лайăх кăтартусемпе кĕтсе илет.

80-мĕш хут уявлакан Физкультурник кунĕ умĕн хамăр тăрăхри спортсменсен çитĕнĕвĕсене аса илме кăмăллă.

Кăçалхи çур çулта кăна районта 50 ытла ăмăрту иртнĕ. Вăрнарсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче республика шайĕнчи 38, Пĕтĕм Раççейри 8 турнира хутшăннă. Мухтанмалли-мăнаçланмалли пур: Вăрнар районĕ хĕллехи полиатлон енĕпе – республика чемпионĕ, йĕлтĕр спортĕнче – кĕмĕл призерсем, волейбол (хĕрарăмсем) тата аслă ăрурисен спартакиадинче – виççĕмĕш вырăнта.

Уйрăм спортсменсем те района малалла туртаççĕ. Чăрмавсене çĕнтерсе чупассипе Александр Политов 3000 метрта, Никита Никитин 400 метрта Чăваш ен чемпионĕсем пулса тăнă. Иван Иванов 5000 метра ылтăн медальлĕх чупса тухнă.

Çемьесем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Мăньял Хапăсри Тикиневсем, акă, Чăваш ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн пынă республика ăмăртăвĕнче 2-мĕш, Шăхальти Петровсем тăваттăмĕш йĕркене йышăннă.

Вăрнарта пăр катокĕ уçăлнăранпа районта хоккей тĕсĕ те вăй илчĕ. Шкул ачисен командисем çулсерен сумлăрах та сумлăрах çитĕнÿсем тăваççĕ.

Футболистсен кăтартăвĕсем чаплă. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн «Рассвет», «Химик» спорт клубĕн «Химик-Август» командисем çÿллĕрех те çÿллĕрех шайри турнирсенче ăнăçлă вăй виçеççĕ.

Республикăри шкулсем хушшинчи волейбол лигинче Вăрнарти 1-мĕш шкул хĕрĕсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Шкул ачисемех Чăваш ен Пуçлăхĕн Спартакиадинче ишессипе, ирĕклĕ кĕрешÿре, йĕлтĕр чупăвĕнче, мини-футболра, хоккейра – чемпионсем, сĕтел çи теннисра – бронза призерсем.

Республикăри хĕллехи ял спорт вăййисенчи çитĕнÿсене манар мар. Полиатлонра (Николай Созонов, Зоя Мишина, Александр Политов, Галина Павлова), механизаторсен ăмăртăвĕнче (Владимир Тикинев тата Эльвира Чугунова) район 1-мĕш вырăн йышăннă. Вăрнар полиатлонисчĕсем Чăваш ен чысне çĕршыв шайĕнче хÿтĕлерĕç, чи вăйлă вунă команда йышне кĕчĕç.

Нумаях пулмасть ирĕклĕ кĕрешÿçĕсем – Екатерина Кошкина, Милена Федорова, Эльвира Филиппова, Ангелина Егорова – Пĕтĕм Раççейри турнирăн пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕç.

Пĕтĕм Раççейри «ГТО» физкультурăпа спорт комплексне çул панăранпа вăрнарсем те хăйсен спортри «вăйне» хастар тĕрĕслеççĕ. Кăçал нормативсене 250-ăн пурнăçланă. 2018 çулхи кăтартусемпе 346 çынна ГТО-н Палăрту паллисене панă: ылтăн – 65, кĕмĕл – 135, бронза – 146 çынна.

Физкультурăпа спорт – паянхи политикăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри, çамрăксене ÿт-пÿ тата кăмăл-сипет воспитанийĕ парас ĕçри пысăк тĕрев. Спорт – сывлăхăн чи çывăх тусĕ. Çакна палăртать паян паллă тăвакан уяв – Физкультурник кунĕ. Вăл çĕр çинчи мĕнпур çынна харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулма вĕрентесшĕн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика