Спорта юратакан, сывă пурнăç йĕркипе туслă çынна тÿрех палласа илетĕн. Кĕлетки яштака, хусканăвĕсем вăр-вар, кăмăлĕ те яланах çĕкленÿллĕ. Сиенлĕ йăласен «тарçисем» пирки вара çапла калаймăн. Вĕсене чир-чĕр тăтăш аптратать, сăн-пичĕ те хăвăрт ватăлать... Апла пулсан мĕншĕн иленет-ха çын сиенлĕ япаласене? Укçа парсах хăйĕн сывлăхне мĕншĕн хавшатать?
Сигарет туртниех, акă, – пĕтĕм тĕнчери социаллă çивĕч ыйту. Тĕрлĕ ушкăнри, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене хăйĕн витĕмне кĕртсе ÿкерет вăл. Ку тĕнчипе сарăлнă усал пулăмпа мĕнле майпа кĕрешмелле? Табак сывлăха хăрушла сиенленине çынсене епле тĕрĕс ăнлантармалла? Çак тата ытти ыйтусене Республикăри наркологи диспансерĕн медицина психологĕ Екатерина Алешина хуравлать:
– Екатерина Валентиновна, сирĕн шутпа, мĕн хĕтĕртет çынна пĕрремĕш хут сигарет тутанса пăхма?
– Сăлтавĕсем, чăннипе, нумай. Çав шутра – сигарета çăмăллăн туянма май пурри, массăллă информаци хатĕрĕсен витĕмĕ, çамрăксем пĕр-пĕрне евĕрлени, ыттисенчен юлас теменни тата ытти. Ачасемпе çамрăксен юраманнине-чарнине тутанас туртăм та пысăк.
Анчах аташса астивсе пăхни кайран хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Сигарет туртаканăн организмĕнче япăх улшăнусем пулса иртеççĕ. Çакă чылай амаксен – ÿпке, чĕрепе юн тытăмĕн, вар-хырăм чирĕсен, ача çуратайманнин – сăлтавĕ.
– Сигарета иленнĕ çын чи малтанах мĕнле улшăнусене сисет?
– Табак туртни, тĕрĕссипе, ÿт-пĕве те, ăс-тăна та сиенлет. Уйрăмах ачасен информаци астăваслăхĕ чакать. Çыннăн нерв тытăмĕ хавшанăран хăвăрт ывăнтарать, шухăшламалли задачăсен тупсăмне тавçăрма йывăр. Вĕсен кăмăлĕ улшăнуллă, тăтăш тарăхаççĕ. Куç та япăх курма тытăнать, çамрăк кирлĕ пек ÿсеймест.
Табак тĕтĕмĕ вара ÿте япăхлатать: тĕсĕ улшăнать, шатрасем тухаççĕ, пĕркеленчĕксем йышланаççĕ.
– Çынсем сигарет сиенне пĕлсен те темшĕн ун витĕмĕнчен хăтăлма тăрăшмаççĕ...
– Çын табакăн сиенне туллин ăнланмасть е чир-чĕр хăйне пырса çыпçăнмасть тесе шутлать. Е усал йăларан хăтăлма çирĕплĕх çитессе ĕненмест. Çавăнпа та, халăха сигаретран пистерес тĕллевпе, активистсемпе волонтерсем, обществăлла организацисемпе медицина учрежденийĕсем ятарлă акцисемпе флешмобсем, ытти мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсем пурте табак организма наркăмăшланине ăнлантараççĕ, сигаретран хăтăлмалли меслетсене вĕрентеççĕ. Республикăри наркологи диспансерĕнче те профилактика мероприятийĕсене йĕркелетпĕр. Мĕнпур информаци пирĕн официаллă сайтра: http://www.rnd.med.cap.ru
Ыйтусене çавăн пекех «Вконтакте» та «Фейсбук» социаллă сетьсенчи пирĕн страницăсенче те хăварма пултаратăр.
– Калăпăр, çын сигарет витĕмĕнчен яланлăхах уйрăласшăн, ăна мĕн сĕннĕ пулăттăр?
– Туртма пăрахас текен çыннăн сигарет ал айĕнче пулмалла мар. Кирек кам сĕнсен те тÿрех хирĕçлемелле. Чĕлĕме çăвара тем пек хыпас килсен те чăтмалла. Малтан туртакан сигаретсем хушшинчи вăхăта ÿстерме тăрăшăр, майĕпен вуçех пăрахмалла. Сигарета сывлăха кÿрекен сиенсен списокне çырни, ăна туянма мĕн чухлĕ укçа тăкакланине шутласа пыни те хавхалантарĕ. Çапах та усал йăлана çĕнтерме пулăшакан чи витĕмлĕ меслет – хăвăн вăйна шанни, ĕмĕте пурнăçлама чунтан ăнтăлни. Çывăх çынсене сигарет туртма пăрахма шутлани çинчен калăр – вĕсен хавхалантарăвĕ те пĕлтерĕшлĕ. Çак вăхăтра сирĕн кăмăл пусăрăнчăк, улшăнуллă пулма пултарассине те асăрхаттарăр.
Тĕллевсемпе ĕмĕтсене çирĕп палăртăр. Сигаретран хăтăлсан сывлăх çирĕпленесси, пурнăç кăсăклăрах пуласси пирки шутлăр. Спортпа туслашăр, юратнă хоббипе аппаланăр, çемьене вăхăт ытларах уйăрăр.
Енчен те сигарет витĕмĕнчен хăтăлма специалист пулăшăвĕ кирлĕ-тĕк, çак телефонсемпе шăнкăравласа тухтăр патне çырăнма юрать: (8352) 23-41-68 (регистратура), 23-63-63 (çамрăксен уйрăмĕ), 62-56-19 (анонимлă сиплев кабинечĕ). Унсăр пуçне (8352)58-03-84 номерпе талăкĕпех «шанăç телефонĕ» ĕçлет.
И.ЯКОВЛЕВА калаçнă.
Ноябрь 2024 |