Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 663 çын пынă, вĕсенчен 645-не ĕçлĕ пулма пулăшнă.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр тесе регистрациленнĕ граждансем 98-ăн. Вăл шутран хĕрарăмсем – 41, 16–29 çулсенчи çамрăксем – 12, предприяти-организацисенчен кайма тивнисем – 16, харпăр хăй ирĕкĕпе ĕç пăрахнисем – 53, пенси умĕнхи çынсем – 24. Учетра тăракансенчен 16-шĕ аслă пĕлÿ илнисем.
Вăрнарти ĕçлев центрĕ паян предприяти-организацисенче 514 ĕç вырăнĕ сĕнет. Ытларахăшĕ – ял хуçалăхĕнче, строительствăра, суту-илÿре, сывлăх сыхлавĕнче тата вĕрентÿре.
Çур çулта 573 çынна професси ориентацийĕ енĕпе пулăшу панă. Центр урлă 46 çынна вĕренме янă: хуралçăна, газ оборудованине юсакан слесаре, электромонтера, ПЭВМ операторне, тракториста.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
