Кив Мĕлĕшре пурăнакан Антонина Васильевна Гончарова та çывăх çыннисемпе тус-тăванĕнчен, ял-йышран, хаклă хăнасенчен ăшă саламсем йышăннă. Сăлтавĕ те чаплă – унăн та 90 çулхи юбилей.
Ĕмĕрĕ чăнах вăрăм: савăнăçĕ-телейĕпе тулли, тĕрлĕрен пулăмпа пуян. Анчах та пачах çăмăл килмен кун-çулĕ. Ырă кунĕсемпе пĕрлех йывăр саманчĕсем черетленнĕ, хурлăхне те курнă. Пĕве кĕрсенех ĕç çумне çыпçăннă та – çапла пурнăçри кашни кунĕ ăшталанса-тăрăшса иртнĕ. Колхозра вăй хунă май, хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче ир пуçласа каçчен уй-хиртен тухма пĕлмен. Фермăра та тăрăшнă: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе малта пынă. Тивĕçлипе каламалла, тăван колхозĕ хăй вăхăтĕнче мухтавлă ĕçленинче Антонина Васильевнан та тÿпи курăмлă. Вăй-халĕ мĕнле çитнĕ тулĕк – кунта кунне-çĕрне пĕлмесĕр тимленипе пĕрлех кил хуçалăхне çирĕп тытса пынă. Пĕр тапхăр вырăнти шкулта та тăрăшнă вăл.
– Ĕçĕ пурин валли çителĕклĕ пулнă пирĕн вăхăтра. Ячĕшĕн мар, яваплăхпа пурнăçланă хушнине. Тем пек нушаллă пулсан та. Халĕ, ав, ялта пурнăç условийĕсем чылай çăмăлрах. Ан ÿркен кăна, ĕçрен хăраман çын ыр куратех, – çирĕплетет ветеран.
Кил хуçалăхĕ Антонина Васильевнан паян та çирĕп. Çурчĕпе хуралтисем типтерлĕ. Пахчи-анкарти те юхăнмасть, пахчаçимĕçпе улми-çырли кунта тухăçлă çитĕнет. Паллах, çывăх çыннисен пулăшĕвĕсĕр мар.
Антонина Васильевна халĕ вăтам хĕрĕпе Аннăпа пурăнать: çулла – ялта, хĕлле – хулара. Ытти ачисем те килсех, пулăшса-хавхалантарсах тăраççĕ. Мăшăрĕпе, Василий Гончаровпа, пилĕк хĕре пурнăç парнеленĕ вĕсем.
Сумлă юбилей кунĕнче тăван тĕпренчĕкĕсемпе пĕрлех Антонина Васильевна Гончарована район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Вячеслав Горбунов тата Кульцав ял поселенийĕн пуçлăхĕ Евгений Нараткин саламланă.
Ноябрь 2024 |