Вăрнар район Пухăвĕн депутачĕсем иртнĕ эрнере черетсĕр 48-мĕш ларăва пухăннă. Кун йĕркинче хальхинче те – район аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ, пĕрле канашласа татса памалли ыйтусем.
Малтанах депутатсем умне Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн полици пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Андрей Сорокин докладпа тухнă. Районти полицейскисен йĕркелĕх хуралĕнчи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕлне тишкернĕ вăл. Пĕтĕмлетÿпе паллашнă май, ларура «Вурнарский» пайăн чылай енпе ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатма май килнине палăртнă. Преступленисене асăрхаттарас тĕллевпе профилактика мелĕсемпе витĕмлĕрех усă курма сĕннĕ. Сăмахран, йĕркене пăсма пултаракан тĕп ушкăна – хаяр шĕвексемпе иртĕхекенсене – куçран вĕçертмелле мар, вĕсемпе ытларах ĕçлемелле. Тепĕр сĕнÿ поселенисен администрацийĕсем çумĕнчи профилактика канашĕсен ĕçĕ пирки. Вĕсен уйăхсерен пухăнса вырăнти çивĕч ыйтусене пăхса тухмалла, тенĕ. Ку тăрăхра пулнă киревсĕрлĕхсене тишкерсе малашне вĕсене асăрхаттарма çийĕнчех мерăсем йышăнмаллине каланă.
Ытти ыйтусемпе пĕрлех ларура çитес тата планпа пăхнă 2021–2022 çулсем валли бюджет проектне тишкермелли куна палăртнă. Районăн тĕп документне – Устава – улшăнусем кĕртме уçă итлев ирттерессине те çирĕплетнĕ.
Лару савăнăçлă самантпа вĕçленнĕ. «Гостеприимная Чувашия» фестиваль йĕркипе этнокультура картишне йĕркелеме пулăшнă активистсене район администрацийĕн Тавĕпе чысланă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |