Ют пурлăх илĕртет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019, 08:46 Просмотров: 578

Районти криминаллă хыпарсене тишкерес-тĕк, вĕсенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе, ултавлă ĕçсемпе, хĕненипе е сывлăха юриех сиен кÿнипе, çул çинчи йĕркесĕрлĕхпе çыхăннă. Ку уйăхра та лару-тăру çакăн евĕрех, пĕлтереççĕ полицин «Вурнарский» пайĕнчен.

Ытларикун, акă, Отиккăвăри С.-н кăнтăр кунĕнчех килĕнчен кĕсье телефонĕ çухалнă. Ăна ялтах пурăнакан 44-ри хĕрарăм, унччен те судпа айăпланнăскер, илме пултарнă.

Ку ушкăнри маларахри вăхăтра çырăннă киревсĕр ĕçсене тишкерессипе те тимленĕ йĕрке хуралçисем. Сентябрь пуçламăшĕнче Утар ялĕнче УАЗ машинăран 2000 тенкĕ вăрлани пулнă. Палăртнă тăрăх, машина кил умĕнче ларнă, каçхине ун салонне 45-ри В. кĕнĕ. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче вара Вăрнарта Хлебный тăкăрлăкри пушă хваттерте такам тустарнă. Чÿрече кантăкне çĕмĕрсе кĕнĕскер чукун плита, ытти ăпăр-тапăра çаклатса тухнă. Пурлăх хуçине 1000 тенкĕ енне тăкак кÿнĕ вăл. Шырав ĕçĕсем кăтартнă тăрăх, преступление Уравăшри 27-ри çамрăк тунă тесе шутлаççĕ. Çакăн пек киревсĕр ĕçсемшĕнех вăл пĕрре мар суд умĕнче явап тытнă, 2022 çулччен административлă асăрхавра шутланнă.

Мăньял Хапăс айăккинчи уйран кукуруза початкисене вăрттăн татнă тĕслĕхе те регистрациленĕ – пĕтĕмпе 11 михĕ илсе тухнă. Хуçалăха кÿнĕ тăкак 3 пин тенкĕ ытла.

Тепĕр япăх пулăма уйрăммăн асăнмасăр иртме çук – çынсем хăйсене юриех сиенленĕ тĕслĕхсем темиçе те. Калининăра, Хирпуçĕнче çамрăксем хăйсене касса суранлатни пулнă. Вăрнарта вара эмел чылай ĕçсе больницăна лекнĕ 43-ри хĕрарăма пулăшу панă.

Тепĕр тĕслĕхре (вăл та поселокрах пулнă) районти тĕп больницăна 42-ри арçынна илсе килнĕ. Унăн хырăмне çĕçĕпе чиксе суранлатнă. Полици сотрудникĕсене вăл хăйĕн çине пĕрле пурăннă хĕрарăм алă çĕкленĕ тесе каласа панă. Сăмах май, иккĕшĕ те саккунпа «туслах» мар, судпа темиçе хутчен те айăпланнă.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă киревсĕрлĕхе те шута илнĕ. Пĕр каçхине «Вурнарский» пай сотрудникĕсем автозаправка çывăхĕнче автомашинăна тĕрĕслеме чарнă. Салонра водительпе пĕрле пассажир ларнă. Машинăран темле тĕркем кăларса ывăтнă-мĕн. Унта – наркотик евĕр япала.

Шута илнĕ тепĕр тĕслĕхре ют çĕршыв çынни ГИБДД ĕçченне взятка пама хăтланнă. Узбекистан çынни, административлă йĕркене пăснăскер, айăплавран хăтăлас тесе инспектора 1500 тенкĕ сĕннĕ. Халĕ унăн тата çирĕпрех явап тытма тивĕ.

Автоинспекторсен аллине машинăпа ÿсĕрле çÿренĕ водитель те лекнĕ. Сĕмсĕрлĕхĕнчен тĕлĕнмесĕр май çук: миравай судьян йышăнăвĕпе унăн водитель правине августра 18 уйăхлăха туртса илнĕ. Чарусене уяма шутламан вăл, хыççăнах руль умне ÿсĕрле кĕрсе ларнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика