Çулсерен октябрĕн пĕрремĕш кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне паллă тăваççĕ. Ку дата – хамăрăн атте-аннене, асатте-асаннене, кукаçи-кукамайсене ăшă сăмахсем калама, тав тума май паракан пулăм.
Уяв тĕлне Чăвашстат специалисчĕсем Чăваш Республикинчи аслă ăру представителĕсен кĕске статистика портретне хатĕрленĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш енре 1223 пин çын пурăннине шута илнĕ. Пĕрре тăваттăмĕш пайĕ (315 пин çын) – ĕçлес ÿсĕмрен аслăрах çынсем, вăл шутра 95 пин арçын тата 220 пин хĕрарăм. 178 пинĕшĕ хулара, 137 пинĕшĕ ялта пурăнаççĕ.
Чăваш енре 80 çултан аслăрах çынсем – 46 пиннĕн. 90 çула çитнисем тата аслăраххисем – 6 пин ытла. 144 çын 100 çулхи юбилее паллă тунă.
«Пурнăç кĕркунни» тапхăрĕнче çемье пурри çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ку ÿсĕмре те çынсем хăйсен çуррийĕсене тупаççĕ. ЗАГС органĕсен даннăйĕсем тăрăх, 2018 çулта 120 çын мăшăрланăва кĕнĕ: 96-шĕ хулара, 24-шĕ ялта пурăнакансем.
2018 çулта суйлавлă сăнав кăтартăвĕсемпе, тивĕçлĕ канури 54 пин ытла çын экономикăра тăрăшни паллă. Вĕсенчен 70 проценчĕ – хĕрарăмсем.
2016 çулхи пурнăç условийĕсен комплекслă тĕпчевĕ аслă ÿсĕмри çынсенчен çурри ытларахăшĕ хастар пурнăç йĕркине тытса пынине кăтартса панă. 24 проценчĕ походсене çÿрет, 22 проценчĕ уçă сывлăшра физкультура тăвать, 19 проценчĕ бассейнра ишет т.ыт.те. Культурăпа кану мероприятийĕсене хутшăнса аслă ăрурисем кăмăл-туйăма çĕклеççĕ. Пĕрре виççĕмĕш пайĕ хăйĕн канăвне тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме тăрăшать: концертсене (29%), кофе е ресторана (18%), турист е экскурси çÿревĕсене (8%) çÿрет. 42 проценчĕ хăй тĕллĕн Интернет сечĕпе усă курать.
Çулсем иртнĕ май çынсем пурăнмалли вырăна ытлашшиех улăштарасшăн мар. 2018 çулта тивĕçлĕ канури çынсен миграцийĕ пĕтĕмĕшле хисепрен 10 процентпа танлашнă.
Чăвашстат аслă ăру çыннисене уявпа саламласа ырлăх, хисеп, сывлăх, тăнăçлăх сунать.
Ноябрь 2024 |