Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн ялсенче, хула типлă поселоксенче вырнаçнă организацисенче вунă çултан сахал мар ĕçленĕ, вĕсенчен тивĕçлĕ канăва тухнă специалистсене ЖКУ тÿлевĕсемшĕн компенсаци уйăрма йышăннă.
Уйăхсеренхи пулăшăвăн виçи 1055 тенкĕпе танлашать. Чăваш енре октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне компенсацие 2979 ял специалисчĕ илнĕ. Вăл шутра Вăрнар районĕнче – 207 çын. Пĕр уйăхра вĕсене тÿлеме 212 пин тенкĕ каять.
Федераллă льготниксем те – вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем, вилнĕ тата пуçне хунă вăрçă участникĕсен, çар çыннисен çемье членĕсем, пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнисем, инвалид ача çитĕнтерекен çемьесем, ЧАЭС ликвидацийĕн участникĕсем т.ыт.те – ЖКУ тÿлевне саплаштарма компенсацие тивĕçеççĕ. Тăхăр уйăхра ăна 1650 çынна 5768,9 пин тенкĕ тÿленĕ.
Ноябрь 2024 |