Алла çĕçĕ тытнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:16 Просмотров: 512

Юратупа курайманлăх хушшинче пĕр утăм теççĕ. Паян килĕшÿ хуçаланакан çемьере ыран «çил-тăвăл тухни» те пулать тепĕр чухне.

Нумаях пулмасть суд тенкелĕ çине Калининăра пурăнакан 45-ри хĕрарăмăн ларма тивнĕ. Вăл айăпланакан статья çакăн пек: хĕçпăшал вырăнне усă куракан япалапа çын сывлăхне юриех сиен кÿни. Унăн аллинчен шар кураканĕ вара хăйĕн упăшки иккен.

«Следстви тишкерĕвĕнче тата суд ларăвĕнче хĕрарăм çак преступление туни туллинех çирĕпленнĕ. Кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕнче, çак çемье пурăнакан кил-çуртра пулнă киревсĕр ĕç. Пăтăрмах упăшкипе арăмĕ хушшинчи хирĕçÿрен пуçланнă. Вăрçăннă-харкашнă вăхăтра хĕрарăм алла çĕçĕ ярса тытнă та мăшăрне хырăм тĕлĕнчен чикнĕ. 50-ри арçын йывăр суранланнă.

Хĕрарăмăн айăпне мăшăрĕн, свидетельсен сăмахĕсем, суд экспертизисем те çирĕплетнĕ. Çывăх çынни тĕлĕшпе киревсĕр ĕç тунине вăл хăй те тунман. Следстви органĕсем пухнă материалсемпе Вăрнар район сучĕ килĕшнĕ. Айăплав приговорĕ кăларнă: мăшăрне çĕçĕпе чикнĕ хĕрарăма виçĕ çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă.

Йышăну хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен», – пĕлтерет Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика