Çак датăна виçĕмкун район администрацийĕнче иртнĕ оргкомитет ларăвĕнче палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов кăçал аграрисем рекордла тырпул пухса илнине – 49 пин тонна – палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче те çитĕнÿсем пур.
Ларура уява хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене, вăл шутра промышленность тата ял хуçалăх продукцийĕсен куравне йĕркелессине те, сÿтсе явнă.
Май 2025 |