Çак эрне ырă мар хыпартан пуçланчĕ. Туçи Мăратри 50-ри арçын пушарта вилнĕ. Пушар хуралĕсем инкек вырăнне хăвăртах çитнĕ пулин те ун пурнăçне çăлайман. Малтанласа палăртнă тăрăх, арçын вырăн çинчех чĕлĕм туртни паллă. Çавăн пекех вăл хаяррипе те туслă пулнă иккен.
Çак сăлтавпах шăматкун Кăмпалта «хĕрлĕ автан» ташланă. Кунта та 56-ри арçын чĕлĕмне канлĕн, вырăн çинче, мăкăрлантарнă. Çакă ăна хакла кайса ларнă – кирпĕч çуртăн тăрри тата шалти пÿлĕмсен пĕр пайĕ сиенленнĕ. Арçын пĕчченех пурăннă, хаяррине сивлемен.
Тăхăр уйăхра район территорийĕнче пĕтĕмпе 28 пушар пулнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен сахалтарах (38) пулин те лăпланмаллине пĕлтермест. Çавăнпа асăрханулăх пирки манма кирлĕ мар.
Пушарта пурăнмалли 7 çурт, 12 хуралтă, 2 çăмăл машина, пĕр комбайн, пĕр ФАП, 10 тонна ытла утă-улăм çунса кĕлленнĕ. Пурăнмалли 4 çурт, 9 хуралтă сиенленнĕ. Пушарсем пĕтĕмĕшле 4 млн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Пушарсен тĕп сăлтавĕсем – электрооборудованипе (9), кăмакасемпе (5) усă курнă чухне правилăсене уяманни, çулăмпа асăрханусăр пулни (8). Виçĕ тĕслĕхĕ юриех чĕртсе янипе çыхăннă.
Инкексен шучĕ Санарпуç, Малти Ишек тата Шĕнер Ишек ял тăрăхĕсенче ÿснĕ.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |