Онлайн-йышăнура

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2017, 11:23 Просмотров: 474

Кĕçнерникун район çыннисене видеоçыхăну мелĕпе харпăр хăй ыйтăвĕпе «Единая Россия» партин председателĕн Д.Медведевăн республикăри обществăлла йышăнăвĕн ертÿçи Николай Николаев йышăнчĕ.

Тĕрлĕ ыйтупа килчĕç ун патне. Район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков ялти фельдшерпа акушер пункчĕсене фельдшерсем çитменни пирки пăшăрханса калаçрĕ. Районта паян ку специалистсем çиччĕ çитмеççĕ, кăçал пĕр фельдшера кăна йышăннă. «Çамрăксене яла явăçтарма «Земство фельдшерĕ» уйрăм программа хатĕрлеме пулмасть-ши?» – ыйтрĕ вăл.

Васкавлă пулăшу фельдшерне акă поселокри çулсен тăрăмĕ хумхантарать. «Хăш-пĕр йывăр чирлисемшĕн шăтăк-путăксем пурнăç хакне те тăма пултараççĕ, – терĕ вăл, хăть Матросов урамĕнчи çула юсама пулăшма ыйтса.

Çавăн пекех республикăри обществăлла йышăнăвăн ертÿçине К.Маркс, Илларионов, Центральная урамĕсенче тротуарсем çукки тата япăххи, ку урамсене çутатасси пирки, пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатас программăпа çыхăннă ыйтусене пачĕç. Йĕтес шăммине хуçнă 14 çулхи хĕрачана Николай Николаев (вăл çавăн пекех Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Травматологин, ортопедин тата эндопротезированин федераллă центрĕн тĕп врачĕ) çак кунсенче хăй йышăнма шантарчĕ.

Мĕнпур ыйту çине туллин хуравларĕ вăл, татса памаллисем тĕлĕшпе çырупа тĕрлĕ ведомствăсене тухассине палăртрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика