РФ Президенчĕ Владимир Путин йышăннипе 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республики çемьери виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен пособи тÿлемешкĕн федераци укçине тивĕçме пуçлать.
Владимир Путин Президент юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указа улшăнусем кĕртнĕ. Унăн йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн çемьере 2012 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен пособи тÿлемешкĕн регионсене федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалли никĕс шутланакан критерисене улăштарнă. Финанса тивĕçекен регион шутне малашне ача çуратаслăхăн суммарлă коэффициенчĕ çĕршыври вăтам кăтартуран пĕчĕкреххи мар, çуратаслăх коэффициенчĕ иккĕрен иртменни кĕрет.
Асилтеретпĕр, 2013 çултанпа республикăри ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсенчен пĕри пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашакан уйăхри укçа тÿлевĕ пулнă. Унăн ирĕкĕпе виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесем кашни çын пуçне тивекен тупăш республикăри вăтам кăтартуран иртмесен усă курнă. 2016 çулта Чăваш енри демографи лару-тăрăвĕн çитĕнĕвĕсем Раççейри вăтам кăтартусенчен иртсе кайнă май республика «софинансировани критерийĕсене» тивĕçтерейми пулса тăнă, 2017 çулта çуралнă ачасемшĕн федераци бюджетĕнчен укçа уйăрма пăрахнă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ çав йĕркесене улăштарма кирлине федераци центрне пĕрре кăна мар асилтернĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи ача правине хÿтĕлекен уполномоченнăйпа Анна Кузнецовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ чухне Чăваш енре çуратаслăх коэффициенчĕ çĕршывра чи пысăкки пулнине, çавна май республикăна виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн хавхалантармалли уйăхри укçа тÿлевĕпе çыхăннă софинансировани обязательствисен программинчен кăларнине пĕлтернĕ.
Хальхи вăхăтра асăннă тÿлеве 4,5 пин ытла çемье илсе тăрать.
РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен» 606-мĕш саккунне кĕртнĕ улшăнусем 2018 çулта вăй илнĕ май уйăхри укçа тÿлевне Чăваш енре 8,7 пине яхăн ача тивĕçĕ.
Ноябрь 2024 |