Вăрнар район сучĕ 48-ти çын тĕлĕшпе айăплав приговорĕ йышăннă – вăл хăйĕн пĕлĕшĕнне 178 пин тенкине вăрланă.
Ĕç-пуç кăçалхи апрельте пулса иртнĕ. Инкек тÿснĕ хĕрарăм 243 пин тенкĕ кредит илнĕ. Ун пĕр пайне çав куннех пĕтернĕ, хыççăн пĕлĕшĕсемпе пĕрле эрех ĕçме тытăннă. Ĕçкĕ вăхăтĕнче суд умне тăнă çын хĕрарăм стена çинче çакăнса тăнă сумккинчен укçа кăларнине курнă. Лешĕ тимлĕхе çухатнипе усă курса арçын пĕтĕм укçана кăларса илнĕ те хĕрарăм килĕнчен тухса кайнă. 178 пин тенкĕпе хăй пĕлнĕ пек усă курнă.
Суд ăна çирĕп режимлă колонире 1 çул та 10 уйăхлăх юсанма айăплав йышăннă. Приговор саккунлă вăя кĕмен.
Ильфак МИФТАХУТДИНОВ,
район прокурорĕ
юстици аслă советникĕ.
Ноябрь 2024 |