Кивĕ батарейкăсене пуçтарар – çĕр чăмăрне пĕрле çăлар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.11.2017, 10:11 Просмотров: 493

Çак ятпа районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Лидер» тата «Экомир» пĕрлешĕвĕсем «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕпе пĕрле çав тери кирлĕ акцие пуçарчĕç.

Усă курнă батарейкăсене яланах тенĕ пек çÿп-çап контейнерĕсене пăрахатпăр. Каярахпа вĕсем йăлари хытă каяшсен полигонне лекеççĕ. Çырмасене, вăрмансене тухса пени уйрăмах хăрушă. Çутçанталăкшăн, сывлăшшăн, эппин – пирĕн сывлăхшăн. Пĕчĕк пулин те, пĕр батарейка 20 тăваткал метр лаптăка е 400 л шыва наркăмăшлантарма пултарать. Алкаинлă батарейкăсем микрофлорăна сиенлетеççĕ, çĕр сийне варалаççĕ.

«Кивĕ батарейкăсене пуçтарар – çĕр чăмăрне пĕрле çăлар» акци Пĕтĕм Раççейри «На старт, экоотряд» конкурс йĕркипе иртет.

Усă курнă, юрăхсăра тухнă батарейкăсене «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине (Вăрнар пос., Советски ур., 15-мĕш çурт), ача-пăча пултарулăх çуртне (Вăрнар пос., Ленин ур., 54-мĕш çурт, 2-мĕш хут, актовăй зал), Вăрнарти 1-мĕш шкула (2-мĕш хут, 210-мĕш пÿлĕм) килсе пама пулать, вĕсенче ятарлă ещĕксем вырнаçтарнă.

Пуçтарнă батарейкăсене республикăри «Экология» НПОна, Шупашкарти «Меркурий» лавккана тата ЭКО организацие çитерсе парĕç.

Акцие хутшăнар – çутçанталăка пулăшар.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика