Грант илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.08.2020, 10:52 Просмотров: 363

Республикăн Вĕрентÿ министерстви инновацилле вĕрентÿ программисене çул паракан организацисене грантсем уйăрасси пирки пĕлтернĕ.

Çĕнтерÿçĕсен ĕçне вунă ытла критерипе хакланă. Кăçалхи конкурс суйлавĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕн укçан хавхалантарăвне Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ тивĕçнĕ. Пулăшу сумми – 200 пин тенкĕ.

Ку вĕрентÿ организацийĕсенче республикăри тата Раççейри проектсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика