Юратнă вырăн пулĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.08.2020, 17:02 Просмотров: 365

Халăха сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас ĕçре тивĕçлĕ условисем туса пани те пысăк вырăн йышăнать.

Ачасемпе çамрăксене çеç мар, аслисене те чир-чĕртен сыхланма вĕрентесси – ку ĕмĕрĕн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри. Çавăнпа та ял-хуласенче спорт площадкисем çĕклени питех пĕлтерĕшлĕ. Хамăр районта кăçал, акă, темиçе çĕрте те кунашкал объектсем тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. Калининăра, сăмахран, вăл уçăлнă-уçăлманах ачасемпе çамрăксемшĕн юратнă вырăн пулса тăнă. Тренажерсем, турниксемпе ытти снарядсем пур ÿсĕмрисене те илĕртеççĕ.

Вăрман Кипекри вăтам шкул стадионĕнче те урамри тренажерлă спорт площадки кĕçех ĕçлесе кайĕ. Кунта каçхи вăхăтра та ÿт-пĕве пиçĕхтерме май пулĕ, кун валли прожекторсем вырнаçтарнă. Объект шкулта вĕренекенсемшĕн çеç мар, юнашарти ялсенче пурăнакансемшĕн те кирек хăш вăхăтра та уçă пулĕ.

«Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» регион проекчĕпе кунашкал площадкăсем пĕтĕмпе 16 ял поселенийĕнче пулмалла. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа уйăрнă 100 пин тенкĕлĕх пулăшупа та чылай ялта спорт вырăнĕсем йĕркелеме палăртнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика