Выля, хуткупăс. Янра, ян кĕвĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2017, 08:45 Просмотров: 505

Пирĕн тăрăхра, астăвасса, купăсçăсем çав тери йышлăччĕ. Вăрман Кипекри шкулта Михаил Николаевич Павлов ертсе пынипе вун-вун ача ку инструментпа çав тери ăста вылятчĕ: Николай Павлов, Валерий Павлов, Олег Чикмяков, Андрей Егоров... Ертÿçин хăйĕн ку енĕпе пултарулăхĕ иксĕлми. Концертсенче мĕнпур юрра, мĕнпур ташша купăс çеммипе илемлетнĕ...

Пысăк технологисен ĕмĕрĕ, паллах, культура сферине те пысăк улшăнусем кĕртрĕ. Паян хăшпĕр шкулта музыка урокĕсенче купăс сасси вуçех илтеймĕн. Хăшпĕр ялсенче те ун кĕвви пачах янăрамасть. Туя чăвашла вылякансем сайра-хутра кăна.

Калаçу, паллах, пуш вырăнтан çуралмарĕ. Районти культура тытăмĕнче тимлекенсене паян ку ыйту пуринчен ытла хумхантарать. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем хуткупăс калакансене тупса палăртассипе тĕрлĕ енлĕ ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр «Выля, хуткупăс. Янра, ян кĕвĕ» смотра çул пачĕç. Ун çĕнтерÿçи – Пăваялĕнчи Валерий Кудрявцев «Раççейри чи лайăх купăсçă» ята тивĕçнĕччĕ.

Кăçал смотр-конкурсăн Санарпуçĕнче тата Калининăра ирттернĕ тапхăрне пĕлтĕрхинчен ытлараххăн хутшăнни хăех ырă шанăç çуратать. Уйрăм купăсçăсем 20-е яхăн – Пăваялĕнчи Вениамин Андреев, Малти Ишекри Николай Кириллов, Çарăклăри Александр Овчинников, Чăрăшкас Хирлепри Александр Игнатьев, Кушар Юнтапари Виталий Варламов, Хăмăшри Иван Комаров, Шĕнер Ишек тăрăхĕнчи Олег Семенов, Александр Смирнов, Александр Кузьмин, Виталий Васильев, Калининăри Виктор Волков, Николай Семенов, Вениамин Иванов, Хирпуçĕнчи Ольга Николаева, Вăрман Кипекри Владимир Арсентьев, Уравăшри Геннадий Данилов тата Вероника Илларионова, Чăрăшкас Мăратри Светлана Прохорова.

Унсăр пуçне сумлă жюри умне Хурăнсур Çармăсри, Мăн Явăшри, Чăрăш Ишекри, Уйкас Кипекри культура çурчĕсем çумĕнчи пултарулăх ансамблĕсем тухнă.

Хаклавçисем – опытлă специалистсем: районти культура çурчĕн халăх творчестви енĕпе ĕçлекен методисчĕ Евгений Кудрявцев, ветерансен халăх хорĕн хормейстерĕ Валерий Шакртов, «Тивлет» ансамблĕн хормейстерĕ Татьяна Пугачева.

Суйлав тапхăрне хутшăнакансенчен чылайăшĕ декабрĕн 6-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче иртекен финала хутшăнĕ. Кăçал «Раççейри чи лайăх купăсçă» ята кам тивĕçĕ-ши? Çакна Мускавран килекен продюсер Александр Ганичев палăртĕ. Пырса курма тÿлевлĕ (200 тенкĕ) пулин те, культура каçĕ чун киленĕçĕ парнелесси куçкĕретех. Ачасемшĕн те кăсăклă пулĕ. Вĕсем хушшинче, тен, кам та пулин ку музыка инструменчĕпе кăсăкланма тытăнĕ. Купăс çемми, тĕрĕссипе, кăмăла çĕклет çеç мар, ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, пуç мимине те лайăх ĕçлеттерет, аталану çине лайăх витĕм кÿрет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика