Çемьере килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăнас вырăнне пĕрмаях вăрçăнни, алă çĕклени никама та ырă тумасть.
Мĕн чухлĕ инкек кăларман пулĕ мăшăрсем хушшинчи çакнашкал харкашусем; Нумаях пулмасть Мулакасси Мăратра та, акă, упăшки «тÿпелеме» юратнăран арăмĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Мăшăрĕ çине алă çĕкленĕ 50-ри арçынна тытса чарнă ĕнтĕ. Уголовлă ĕç те пуçарнă, халĕ ăна следовательсем тишкереççĕ. Ăна хĕрарăмăн сывлăхне юриех йывăр сиен кÿрсе асăрхамасла вилĕм кÿнĕшĕн айăплаççĕ.
– Следстви версийĕ тăрăх, çемьери ку преступлени ноябрĕн 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Арăмĕпе упăшки хушшинче каллех хирĕçÿ пуçланнă. Арçын хăй вăйлăраххипе усă курса арăмне хĕнеме тытăннă. Çапса-тапса пĕтернĕрен хĕрарăм кăшт вăхăт иртсен вилсе кайнă, – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |