Кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра шыв-шур çинче çăмăлттайланни, тимлĕхе çухатни хăру-шă. Асăрхаттарнине пăхăнманни синкерсен сăлтавĕ пулма пултарать. Ноябрь–декабрьсенче, çанталăк улшăнса тăнине кура, пăр çителĕклĕ шăнаймасть.
Каçхи сивĕпе тытăнса тăрать-ха вăл, анчах кăнтăрла ирĕлекен шывсемпе хăвăрт ăшăнса кăпăшланать, хулăм курăнсан та шанчăксăр. Çавăнпа та çак чарусене пăхăнмалла: çирĕпленмен, çÿхе пăр çине тухма, уйрăм участоксенче ушкăнпа пухăнма, ваксемпе çурăлнă вырăнсем çывăхне пыма, тăвайккисенчен çунашка-йĕлтĕрпе çÿхе пăр çине ярăнса анма, шыв-шур урлă тĕттĕмре çÿреме, паллă мар вырăнсенче каçма юрамасть.
Çыншăн пĕве-юханшывра 10 сантиметртан, тăварлă шывра 15 сантиметртан кая мар шăннă пăр хăрушсăр шутланать. Вăл уйрăмах хăвăрт юхăмлă, çăлкуçлă, каяш шывсем юхса тухакан, курăклă-тĕмлĕ вырăнсенче шанчăксăр. Енчен те сывлăш температури виçĕ кунтан ытларах 0 градусран çÿллĕрех тăрать-тĕк, пăр çирĕплĕхĕ 25 процент чакать. Кăвак тĕсли – хулăм, шуррин çирĕплĕхĕ 2 хут сахалрах, сарăраххи вара пысăк хăрушлăх кăларать.
Мĕнле тытмалла-ха хăйне сивĕ шыва кĕрсе ÿкнĕ çыннăн; Чи малтанах хăраса ÿкме, кирлĕ мар хусканусем тума юрамасть. Алăсене икĕ еннелле сарăр та пăр хĕррисенчен çакланма тăрăшăр. «Путатăп», – тесе пулăшу чĕнĕр. Кăкăрпа асăрханса выртса малтан пĕр урана, хыççăн теприне пăр çине куçарма хăтланăр. Вăл чăтрĕ-тĕк, майĕпен хăрушсăр вырăна çитме тăрăшăр.
Шывра путакана çăлма тухнă çыннăн та асăрханулăх кирлĕ. Чи малтанах кама та пулин васкавлă пулăшу е çăлавçăсене чĕнме ыйтмалла. Е хăвăрăн «112» номерпе шăнкăравламалла. Вăрăм патак е хăма, вĕрен илсен лайăх. Шарфсене, пиçиххисене, тумтире пĕрле çыхни те юрать. Çак «çăлав хатĕрĕсене» умра тĕксе, алă-урасене сарса инкек вырăнĕ патнелле асăрханса шумалла. Анчах çывăхах пымалла мар, темиçе метрта чарăнмалла. Алăра мĕн пуррине тăсса путакана туртса кăлармалла. Хăрушă вырăнтан çав мелпех майĕпен куçса тухмалла.
Инкеке лекнĕ çынна ăшă кирлĕ: ун çинчен йĕпе тумтире хывăр, кĕлеткине хĕреличченех сăтăрăр, вĕри чей ĕçтерĕр. Алкогольлĕ шĕвексем пама вара вуçех юрамасть.
Аса илтеретпĕр: Пĕрлĕхлĕ çăлав службин номерĕ – «112».
Федор ТИМОФЕЕВ,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |