Тĕрĕ – чăваш халăхĕн иксĕлми пуянлăхĕ. Тĕрĕре – чăваш халăх историйĕ, тĕрĕре – чăваш халăх кун-çулĕ, тĕрĕре – чуна пырса тивекен асамлăх.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çав тери ырă пуçару тунă. Чÿк уйăхĕн 26-мĕшне Чăваш тĕррин кунĕ тесе палăртнă. Эпир, Çĕрпелти вăтам шкулта ĕçлекенсем, çак пуçарăва ырласа йышăнтăмăр. Кашни ача чăваш тĕррипе мухтанма, мăнаçланма пултартăр, ун вăрттăнлăхĕсене ăша хывса ăна ăнланма, чи-чи илемлĕ эрешсемпе усă курса тĕрлеме вĕрентĕр тесе шкулти библиотекăра чăваш тĕррин куравне йĕркелерĕмĕр. Унта ачасем хăйсем ăсталанă илемлĕ салфеткăсем, сыхлав тĕррисем (оберегсем), сăмса тутрисем пур. Çавăн пекех тепĕр пуянлăх – ĕлĕкхи сурпансем, сурпан пуçĕсем, масмаксем. Ачасем куравра çак тĕрĕсемпе питĕ кăсăкланчĕç, тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе илемлетнĕ эрешсене курса савăнчĕç, тыта-тыта пăхса пахаларĕç. Курава шкулти пур ача та çитсе курчĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсем вара чÿречесене чăваш эрешĕ касса çыпăçтарса илемлетрĕç. Эпир Чăваш тĕррин кунне палăртнăшăн пурте питĕ савăнатпăр.
Е.ВАСИЛЬЕВА,
Çĕрпелти вăтам шкул.
Ноябрь 2024 |