Вунă çул каяллахи Пĕтĕм Раççейри ха-лăх çыравĕ Чăваш енре 422,3 пин амăшĕ пурăннине кăтартса панă. Пĕр-ре виççĕмĕш пайĕн пĕр ача, çурринчен сахалрахĕшĕн икĕ ача пулнă. 5 пин ытла хĕрарăм 7 тата ытларах ача çуратнă.
Амăшĕн кунĕ умĕн Чăвашстат тишкерÿ тунă. Мĕн кăтартать-ха вăл; Республикăра 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 647,4 пин хĕрарăм пурăннине шута илнĕ. Вăл шутран 66 проценчĕ – хуласенче.
2019 çулта ЗАГС органĕсем пĕтĕмпе 6,3 пин мăшăрланăва регистрациленĕ. Хĕрсенчен 74 проценчĕ пуçласа шур пĕркенчĕк айне тăнă. Алла çĕрĕ тăхăнакансен ытларахăшĕн ÿсĕмĕ 22 çул.
Пĕлтĕр амăшĕсем 11,6 пин ачана кун çути панă. Арçын ачасем хĕрачасенчен 326 нумайрах. 25–29 çулхи хĕрарăмсен 3,6 пин ача çуралнă. Çĕнĕ ăру парнелекенсем хушшинче 40-рен иртнисем те пур, вĕсен 381 пепке çут тĕнчене килнĕ.
Иртнĕ çул 4 пин хĕрарăм пĕрремĕш хут анне пулса тăнă. Çак тапхăрта çемьери иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасен шучĕ 7,6 пинпе танлашнă. Кăçалхи январь – сентябрьте 8,4 пин ачана çут тĕнче парнеленĕ.
Амăшĕсем, ачасем мĕнле условисенче пурăнни пирки тĕрĕс даннăйсене 2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăтартса парĕ.
Ноябрь 2024 |