Чун киленĕçĕ телей кÿрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.11.2020, 11:43 Просмотров: 494

Çын – вăрттăнлăх, тесе ахальтен каламаççĕ-тĕр. Юнашар пу-рăнатпăр, юнашар ĕçлет-пĕр, час-часах куратпăр пулин те ун таланчĕ, пул-тарулăхĕ пирки туллин ăнкарса илейместпĕр. Ахăртнех, çакă эпир ыт-ла та ĕçлĕ, тăтăш васканипе, ăнсăртран тĕл пулсан та пĕр-ик сăмах кăна вакланипе çыхăннă.

Акă, паянхи тĕрленчĕкĕн сăнарне – Вăрнарта пурăнакан Алина Степанована – вунă çул ытла паллатăп. Маларахри вăхăтра, чăн та, унра тĕрлĕ енлĕ ăсталăх «пурăннине» туйман. «Август» Фирмăн Вăрнарти суту-илÿ представительствин чи лайăх ĕçченĕ, вăл спортпа туслă пулнине аван пĕлнĕ. Тата, чи пĕлтерĕшли, – ывăлĕпе хĕрĕшĕн тĕслĕхлĕ амăшĕ пулнине.

Тĕрĕссипе, пире спорт паллаштарнă темелле. Маларахри çулсенче унăн ывăлĕ – Илья Ананьев – нумай хутчен ман статьясен геройĕ пулнă. Йывăр атлетикăра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан каччăна амăшĕ кашни ăмăртура хавхалантаратчĕ. Ывăлĕсемпе кунашкал тачă çыхăнăва-ăнланăва кашниех йĕркелеймест, çавăнпа та ăна нумайăшĕ тĕслĕх вырăнне хуратчĕ. Каярахпа спорт хыпарĕсенче Алинăн хĕрĕн, Катьăн, ячĕ час-часах çырăнма тытăнчĕ. Вăл фитнес-аэробика енĕпе Елена Аликова тренер ертсе пынипе пĕрре мар республика чемпионĕ ятне çĕнсе илме пултарчĕ.

Ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Çавăнпах та – тĕр Алинăн та хăйĕн валли кăшт ытларах вăхăт тупăннă. Тĕрĕссипе, унра нумай çул пытаннă таланчĕ «вăраннă».

– Тăватă çул каялла темĕнле вăй ăса çутатса ячĕ тейĕн. Хама вăрах ыйхăран вăраннăн туйрăм, – пĕлтерчĕ вăл сăнÿкерчĕксемпе хăçан кăсăкланма тытăнни пирки ыйтсан. – Маларах та фотоаппаратсăр çула тухман. Ачасене, вĕсемпе çыхăннă пулăмсене, ĕçри мероприятисене, корпоративсене ÿкернĕ. Анчах та халĕ эпĕ кашни япалара ун илемне курма тытăнтăм.

Алина Степанова шучĕпе хитрелĕхе тусем çине, тинĕссем хĕррине каймасăр та курма пулать. Вĕсем – çумрах, пур çĕрте те. «Чи хитри, паллах, шуçăм. Мĕн тери хитре тĕссемпе вылять вăл! Çуркуннен кашни саманчĕ илĕртÿллĕ. Пĕр сăмахпа, 2016 çултанпа маншăн кашни çĕнĕ кун çĕнĕлле пуçланать. Çакăншăн Турра тав тăватăп», – кăмăллăн пĕлтерет Алина.

Акă, вăрман уçланки, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, вĕсен çыххи велосипед карçинкки çине хурăннă, хĕвел хăйĕн ăшшине çутçанталăка парнелет... Алина сăнланă кадрсене пĕр вĕçĕм пăхма пулать. Ытларах саманта ирпе ирех «тытнă». 3 сехет кăна-ха, Алина хăй пĕччен е Катя хĕрĕпе çула тухнă ĕнтĕ. Нихăш çÿреве те планламан. Ирхине чун ăçталла туртать, çавăнталла утнă. «Хама тепĕр чухне тулса кайнă курупкка пек туятăп, çак илеме пурне те кăтартас килет», – тет Алина. «Тĕрĕсрех, пурнăçа чăннипех юратма пуçларăм. Шанăç таврăнчĕ, – хушса хучĕ вăл. – Çакăншăн Аслă Пÿлĕхçĕмĕре тав тума пăрахмастăп».

Ун тепĕр кăсăкланăвĕ те – кивĕ япаласене çĕнĕ пурнăç парнелени те – чуна тыткăнлать. Алинăн аллинче, акă, вазăсем, картина рамисем, ытти çĕнĕ сăн илет. Хăйĕнче ку пултарулăх та пуррине вăл мăшăрĕпе çурт туянсан ăнланнă. «Çурчĕ кивĕ, анчах та чунлă тейĕн. Илемлĕ вырăнта ларать çеç мар, вăл мана малтанхи хуçасенчен юлнă япаласемпе те кăмăла выртрĕ пулĕ», – чунне уçрĕ вăл. Тĕрĕссипе, кивĕ япаласене вăл асамлăха хăй парнелет. Малтан вăл столяр ещĕкне «чун» кĕртнĕ: тасатнă, шкуркăланă, грунтланă, сăрланă... Халĕ вăл ун чи курăнакан вырăнта ларать. Кĕçех пукансем, шкафсем çĕнĕ сăн илнĕ.

Паллах, çакнашкал çĕкленÿллĕ ĕçсене тума ăна Игорь мăшăрĕ, ачисем, пĕчĕк çеç мăнукĕ, амăшĕ – Елена Валентиновна Репина, хуняшшĕпе хунямăшĕ – Ирина Владимировнапа Петр Анатольевич Степановсем хавхалантараççĕ.  

– Анне маншăн яланах чи çывăх çын пулнă. Вăл пурнăçра ырă ĕçсем кăна тума вĕрентетчĕ, паян та нумай пулăшса пырать. Анне пекех халĕ тепĕр çывăх çын – манăн хуняма: Ирина Владимировна çав тери маттур кил хуçи. Апат-çимĕç пĕçерме ăста, чечексемпе чунтан кăсăкланать. Хам та амăшĕ пулнă май, манăн вĕсенчен вĕренмелли чăннипех нумай. Ачасемшĕн яланах тĕрев пуласчĕ, кирек мĕнле вăхăтра та вĕсене итлеме-ăнланма пĕлесчĕ. Вĕсем пурнăçра çынсем пек мар, хăйсем пек пулччăр. Самантпа усă курса аннене, хунямана, районта пурăнакан мĕнпур амăшне уявпа саламлатăп. Амăшĕ пулни – çав тери пысăк, анчах ырă яваплăх. Çак туйăма кашни хĕрарăм туйтăрччĕ, – кăмăллăн калаçрĕ Алина.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика