Пушар ăнсăртран тухмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2020, 11:10 Просмотров: 536

Хĕл хăйĕн хаярлăхне кăтартать: çанталăк кунран-кун сивĕрех. Çавăнпах кил-çурта электроприборсемпе ăшăтакансем те нумайрах. Анчах яланах шанчăклипе мар: юсавсăр, килте ăсталанă приборсемпе усă куракансем те пур. Вĕсем вара – çурт-хваттершĕн çеç мар, çын пурнăçĕшĕн те хăрушлăх.

Хушма электроприборсем чиксе тултарни те – проводкăшăн пысăк тиев. Пăралуксене, сăмахран, йĕркене пăсса çыхăнтарнă вырăнсенче е вĕсем кивелнĕ-тĕк, кĕске замыкани тухма пултарать.

Нумайăшĕ хăйĕн килĕнче пушар тухма пултараймасть тесе шутлать. Анчах çирĕп ăнланмалла: пушар ăнсăртран пулакан япала мар, ялан тенĕ пекех çын айăпĕпе тухать. Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр тесен, хăрушсăрлăх правилисене лайăх пĕлмелле тата туллин пăхăнмалла:

Пĕрремĕшĕнчен, электропроводкăна тĕрĕслесе тăмалла, розеткăсемпе выключательсене, рубильниксемпе электроприборсене юсавлă тытмалла.

Абажурсене электричество пралукĕсем çине çакма, проводкăна обойпа çыпăçтарса хуплама, çуллă сăрăпа сăрлама, пĕр розеткăна темиçе прибор харăс чикме юрамасть.

Килтен тухнă чух йăлари техникăна сÿнтермелле, «кĕтекен» режимра та хăвармалла мар.

Кил-çурта кăмакапа ăшăтакансен те хăрушсăрлăх йĕркине уяни кирлĕ. Инкек ан тухтăр тесен, çунакан кăмакасене асăрхавсăр хăварма, ытлашши хĕртме, хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме юрамасть.

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен, тĕрĕссипе, кил хуçин пĕрремĕшле тивĕçĕ – кăмакана тĕплĕ тĕрĕслесси, кирлĕ-тĕк, юсасси. Ан манăр: пушар кăмакана юсаса укçа пĕтернинчен чылай ытларах тăкак кÿрет.

Ку ушкăнри инкексем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕрремĕшĕнче çулăм сарăлнин сăлтавĕ – кăмакана правилăсене пăсса вырнаçтарни. Сăмахран, тĕтĕм çулĕпе пÿртĕн йывăç конструкцийĕсем хушши çителĕксĕрри, çавăн пекех умĕнче тимĕр листи çукки, çакăн пирки урай тивсе илни.

Тепĕр проблема – кăмакапа усă курнă чух хăрушсăрлăха тимлĕхе хуманни. Ăна бензинпа, краççынпа е ытти хăвăрт хыпса илекен шĕвекпе чĕртни тăтăш пушарпа вĕçленет. Кунсăр пуçне, кăмакана уçă алăкпа хутни те, ун çинче тумтир е ытти япала типĕтни те хăрушă. Вăхăт иртнĕçемĕн тупăнакан шăтăк-çурăксене çийĕнчех юсаса йĕркене кĕртмелле.

Хăвăра тата çывăх çыннăрсене çулăмран хÿтĕлесе тепĕр саманта та яланах асра тытăр: вырăн-диван çинче выртса сигарет туртас йăлана пăрахăр. Чĕлĕме сÿнтермесĕр ан хăварăр, тĕпĕсене тата шăрпăка урайне ан ывăтăр.

Пулăшу номерĕ – «01», сотовăй çыхăнупа – «112».

Федор ТИМОФЕЕВ,

район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика