Раççей ГИБДД ертÿçи Михаил Черников çĕнĕ правилăсемпе водитель прави илме экзамен йышăннă чухне мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрасси пирки ăнлантарса панă.
Çын автомобиль çулĕ çинче, çулсем юпленнĕ е хĕресленнĕ çĕрте автомашинăна мĕнле тытса пынине ытларах хаклĕç.
«Водитель пулма хатĕрленекене çул çÿрессин ăсталăхне кура хаклĕç. Упражненисене анлăлатни патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникне водитель малашне çул çинче хăрушсăртарах çÿреме пултарасса хаклама май парĕ», – тенĕ вăл.
ГИБДД ертÿçи каланă тăрăх, хатĕрленÿ шайĕ пĕчĕккине тата çул çÿрессин ăсталăхĕ çителĕксĕррине пула хальхи вăхăтра çулсем çинче тин кăна руль умне ларакан 700 ытла водитель вилет. Маларах РФ Шалти ĕçсен министерстви водитель удостоверенийĕ илме экзамен ирттерессин административлă регламенчĕн çĕнĕ редакцийĕ пирки хыпарланăччĕ. Документра унчченхи пекех правилăсене пăснăшăн штраф балĕсене пăхса хунă. Чи пысăк çитменлĕхсене, вĕсемшĕн тÿрех экзамен тытман тесе шутланмаллисене, уйрăм блока вырнаçтарнă. Калăпăр, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн е руль умĕнче телефонпа усă курнăшăн. Енчен те кандидат пухнă штраф балĕсен шучĕ пиллĕке çитмест пулсан, вăл тĕрĕслев витĕр тухнă шутланать. Çĕнĕ регламент 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Ноябрь 2024 |