ЗАГС пайĕн информацийĕ тăрăх, кăçалхи 11 уйăхра гражданла тăрăм акчĕсене районта 943 шута илнĕ.
201-шĕ вĕсенчен савăнăçлă сăлтавпа – çут тĕнчене çĕнĕ çын килнипе – çыхăннă. Ку хисепрен 27 ача пĕччен амăшĕсен çуралнă, пĕр пепкен амăшĕ 18 çул та тултарман. Çав вăхăтрах ашшĕлĕхне çирĕплетсе 43 документа регистрациленĕ.
Шел те, пурнăçран уйрăлнисен шучĕ пысăкки – пăшăрхантаракан пулăм. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи 11 уйăхра 61 çын ытларах вилнĕ – пурĕ 532. Çавăн пекех январь–ноябрь уйăхĕсенче 88 мăшăр официаллă майпа пĕрлешме кăмăл тунă, 72 çемье вара арканса кайнă. Ята улăштарас тесе ыйтса çырнисем те пулнă, пĕтĕмпе 7 заявление тивĕçтернĕ. 11 уйăхра ЗАГС пайĕ гражданла тăрăм акчĕсене тÿрлетÿсем тата улшăнусем кĕртессипе 86 заявлени пăхса тухнă, тепĕр хут 292 свидетельство хатĕрлесе панă, 947 справка çырнă.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
