Пăртас шкулĕ вăхăтлăха столовăйсăр тăрса юлнă: унăн ĕçне 50 талăклăха чарма тивнĕ. Паллах, çирĕп мерăна сăлтавсăр йышăнман. Роспотребнадзорăн республикăри Управленийĕ ирттернĕ тĕрĕслев кунта санитари требованийĕсене сĕмсĕррĕн пăснине кăтартнă. Çакă, ăнланатпăр ĕнтĕ, ачасен сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх.
Планпа пăхман тĕрĕслевпе Управлени специалисчĕсем октябрь–ноябрь уйăхĕсенче çитнĕ. Тимлĕхре Пăртас шкулĕнчи апат-çимĕç блокĕ пулнă. Шел те, тĕрĕслев кăтартăвĕсем пăшăрхануллă: вĕренекенсене пахалăхлă тата, чи пĕлтерĕшли – хăрушсăр, апатпа сăйланă теме çук.
– Вĕри цехра технологи оборудованийĕн ĕçĕнче кăлтăксем пур, пĕрчĕллĕ продуктсем упрамалли складра стена çинчен плитка йăтăнать, кухня инвентарьне çума ятарлă ваннăсем те çук. Кухньăра эмалĕ арканнă савăт-сапапа усă кураççĕ, хатĕр апата вара ачасене катăк чашăк-турилкке çине хурса пани те пулнă. Кунсăр пуçне, аш-пăш цехĕнче алăсене çума сивĕ тата вĕри шыв туртса раковина вырнаçтарман. Апат-çимĕç юлашкийĕсем хĕрри таран тулса кайнă, хупписĕр витрере упранаççĕ. Унăн вырăнĕ те кунти пек пахчаçимĕç тытакан пÿлĕмре пулмалла мар, – пĕлтерет Роспотребнадзорăн Чăваш енри Управленийĕн пресс-служби.
Çитменлĕхсен списокĕ, ахаль те пĕчĕк мар пулин те, çакăнпа вĕçленмест-ха. «Лаборатори тĕпчевĕсен даннăйĕсем тăрăх, акă, пăрăхпа килекен шыв микробиологи кăтартăвĕсемпе гигиена требованийĕсене, тĕрĕслеве илнĕ хатĕр блюдо (хуратул пăтти) «Апат-çимĕç продукчĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен» требованийĕсене тивĕçтермен. Тата апат-çимĕç блокĕнче илнĕ 10 смыв пробинче пыршă палочкин ушкăнĕнчи бактерисем те тупăннă», – тенĕ Управленин информацийĕнче.
Саккуна уяман тĕслĕхсемпе Роспотребнадзорăн Канашри территори пайĕн специалисчĕсем вăхăтлăх чару пирки протокол çырнă. Вăрнар район сучĕн ноябрĕн 20-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ку тапхăр 50 талăкпа танлашать. Çав вăхăтра шкулăн апат-çимĕç блокĕнче мĕнпур çитменлĕхсене пĕтермелле. Хушăва мĕнле пурнăçланине Канашри пай специалисчĕсем тепĕр хут тĕрĕслĕç.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |