Кирлĕ ĕçшĕн – награда

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2020, 14:24 Просмотров: 510

Патриотизма çынра ачаран вăратни чи кирлĕ ĕç пулнине Калининăри вăтам шкулта аван пĕлеççĕ.

Патриотизм вăл, чи малтанах, атте-аннене, çемьене, юлташсене, вĕрентекенсене, вĕренĕве, ĕçе юратни. Çакăн чухне çитĕнĕвĕ те пулса пырать.

Калининăри шкул ачисем кăçал та Раççей шайĕпе палăрма пултарчĕç. «Смотр строя и песни. Марш Победителям!» Пĕтĕм Раççейри конкурса та кăçал, Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ пулин те, Интернетра ирттерме тивнĕ. Çĕнтерÿçĕсене иртнĕ шăматкун шкула килсе Мускавра пурăнакан Чăваш ен офицерĕсен «Сыны Отечества» хастарĕсем – çар наукисен докторĕ, профессор Иван Николаевич Николаев тата хамăр ентеш, Мускаври 1-мĕш кадет корпусĕн ĕçченĕ Эрик Васильевич Васильев полковник – чысланă. Наградăна В.А.Федоров адмирал ячĕллĕ «Звезда» тата И.П.Григорьев генерал-майор ячĕллĕ «Искра» отрядсем тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика