Лару-тăру асăрханма ыйтать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2021, 14:27 Просмотров: 358

Çĕнĕ çул пуçламăшĕнчех республикăра пушарсем тĕлĕшпе лару-тăру çав тери çивĕчленчĕ. Тунтикун тĕлне, уяв «каникулĕнче», тĕрлĕ район-хулара 35 пушар алхаснă.

Вут-çулăмра вилнисен шучĕпе те кăтарту питех те хурлăхлă: вунă кунта, шел те, 11 çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Палăртмасăр май çук, инкексен пысăк пайĕ ÿсĕр çынсен айăпĕпе тухнă.

Пĕр сăмахсăрах, чи хăрушă синкер – Вăрмар районĕнче сиксе тухни. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн ирхине Урнар ялĕнче 51-ри арçыннăн кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Кил хуçийĕ хăй çăлăнса юлнă-ха, анчах пушара сÿнтернĕ хыççăн çăлавçăсем инкек вырăнĕнче тÿрех 6 çын виллине тупнă. Вĕсенчен виççĕшĕ, ăнланма та йывăр, – ачасем.

Лару-тăру кăткăслансах пынине кура, çакнашкал инкексене асăрхаттарас тĕллевпе, пушар хуралĕн ĕçченĕсем уяв «каникулĕнче» кунсерен рейдсем йĕркеленĕ. Профилактика ушкăнĕсем уйрăм çурт-йĕрте те, нумай хваттерлĕ çуртсенче те тĕрĕслевсемпе пулнă, йĕрке хуралĕн органĕсенче тата социаллă службăсенче шутра тăракан çемьесене уйрăм тимлĕхе илнĕ. Вĕсене кăмакапа, электроприборсемпе тата газ оборудованийĕпе хăрушсăр усă курмалли правилăсене аса илтернĕ, электропроводка юсавлăхне сăнаса тăмаллине асăрхаттарнă.

Хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнни кăна сирĕн кил-хуçалăха вут-çулăм шар кăтартассинчен сыхласа хăварĕ. Ан манăр: çурт-хваттере ăшăтма килте ăсталанă хатĕрсемпе усă курма, электроприборсене асăрхавсăр çутса хăварма юрамасть. Ăшăтмалли хатĕрсем çунман тĕрев çинче, сĕтел-пуканпа чаршавсенчен, вырăн таврашĕнчен аякра вырнаçмалла. Электровилкăсемпе розеткăсем хĕрменнине те пăхсах тăмалла: çакă – приборсен юсавсăрлăхĕн е электросеть пысăк тиевпе ĕçленин палли.

Уçă çулăм та – хăрушлăх çăлкуçĕ. Инкек ан тухтăр тесен унпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Шел те, хăшпĕр хваттер хуçисем, акă, пÿлĕме ăшăтма газ плитин конфоркисене çутса хураççĕ. Капла шухăшсăр хăтланни япăххине çывхартать. Пĕрремĕшĕнчен, газ çуннипе тухакан наркăмăшсем çын организмне вăйлах сиенлеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, асăрхавсăр юлнă çулăм асар-писер пушара куçма пултарать. Е тата конфоркăсем витĕр çиле пула сÿнчĕç-тĕк – пÿлĕм сирпĕнме пултаракан газпа хăвăртах тулать.

Уйрăм çуртсенче пурăнакансем кăмакасен юсавлăхне тĕрĕслеме тивĕçлĕ. Кăмакасене якатса шуратмалла – капла шăтăк-çурăксем тÿрех курăнаççĕ. Тĕтĕм çулĕсене маччаран çунман материалпа уйăрмалла, умĕнче тимĕр листи пулмалла. Тивсе илекен япаласене кăмака çумĕнче упрама юрамасть.

А.ПЕТРОВ,

асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика