Çитменлĕхсем тупнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2021, 14:05 Просмотров: 462

Вăрнар район прокуратури ачасене шкул çулĕчченхи вĕрентÿ организацийĕсене йышăнассипе çыхăннă нормативлă право акчĕсен саккунлăхне тĕрĕсленĕ.

Палăртнă тăрăх, район администрацийĕн йышăнăвĕсемпе çирĕплетнĕ документсене – шкул çулĕчченхи пĕлÿ паракан организацисене заявленисем йышăнас, ачасене шута илес административлă регламента тата ку муниципаллă организацисене комплектлас Йĕркене – федераллă саккунсен требованийĕсемпе килĕшÿллĕн хатĕрлесе çитермен.

Нормативлă актсенче, сăмахран, ашшĕ-амăшĕсен (саккунлă представительсен) саккунпа ыйтман документа тăратмалли тивĕçне кĕртсе хăварнă. Ку – ачана çирĕплетнĕ территорире пурăнакан вырăнта регистрацилени çинчен свидетельство е ача чăннипе ăçта пурăннине кăтартакан сведенисемлĕ документ.

Çитменлĕхсем тупăннине кура прокуратура район администрацийĕн 2 нормативлă право актне хирĕçленĕ.

Вĕсене пăхса тухнă хыççăн прокуратура ыйтнине тивĕçтернĕ, право акчĕсене саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене кĕртнĕ.

Вăрнар район прокуратури.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика