Хатĕр пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2021, 11:45 Просмотров: 386

Кăçалхи март пуçламăшĕнче çурхи çанталăк тăрать тееймĕн ĕнтĕ, сивĕ. Апла пулин те ейÿ шывĕсене хăрушсăр ирттерсе ярасси пирки шутлама вăхăт. Тăрук ăшăтас-тăк, ирĕлтерес-тĕк _ кирек мĕнле варианта та хатĕр пулмалла.

Шăпах çак ыйтăва сÿтсе явнă та юнкун чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлекен комиссин ларăвĕнче. Çакăн çинчен район пресс-служби пĕлтерет.

Çурхи шывсем инкек кăларасран йышăннă мерăсемпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Денис Константинов паллаштарнă. Çиелти шывсене варалассине асăрхаттарас, инженери сооруженийĕсемпе экономика объекчĕсене, пурăнмалли çуртсене хÿтĕлес, ейÿ сиенленипе пулакан тăкаксене чакарас тĕллевпе ятарлă комисси туса хунă, унăн ĕç планне çирĕплетнĕ. Палăртнă тăрăх, çурхи шывсем Калинино салинче, Мăн Элмен, Уйкас Юнтапа тата Рункă ялĕсенче хăрушлăх кăларма пултараççĕ. Паллах, пĕтĕм ял-сала территорийĕшĕн мар, темиçе уйрăм çуртшăн кăна.

Автомобиль çулĕсене пăхса тăракан организацисене те шыв кăларса яракан пăрăхсене эрнесеренех тĕрĕслесе тăма хушнă _ вĕсем питĕрĕнсе-хупланса ларнипе авариллĕ лару-тăру тухмалла мар. Енчен те шыв сарăлас-тăк, инкеклĕ вырăнсенчен çынсене, транспорта куçармалли маршрутсене çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕхе вăхăтлăха куçармалли вырăнсем те хатĕр. Лару-тăрăва район влаçĕсем çирĕп тĕрĕслевре тытаççĕ..

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика